Старта тухатпăр

Шăматкун, сентябрĕн  19-мĕшĕнче, Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче, йăлана кĕнĕ «Нацисен кросĕ» иртет. Старт — 12 сехетре. Çак кун спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, пурте ăмăртăва хутшăнма пултараççĕ. Мала тухнисене медальсемпе Дипломсем парса чыслĕç.
Район çыннисем ăмăртăва хастаррăн хутшăнасса шанатпăр. Старта тăни çын сывлăхĕшĕн питĕ усăллă, вăл ÿт-пĕве çирĕплетме пулăшать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *