Суббота, 27 апреля

Яваплă ĕçлени ĕç тухăçлăхне ÿстерет

Нумаях пулмасть «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем «Восток» ЯХПКан ĕç-хĕлне вырăна кайса тишкерчĕç.
Вĕсем хуçалăх ертÿçипе Валерий Михеевпа пĕрле малтан 100 гектар лаптăк çинче çитĕннĕ тĕреклĕ кукурусăн пахалăхне тĕрĕслерĕç. Хуçалăх çак культурăн «Росс» вăрлăхне акса ÿстернĕ. Палăртса хăвармалла, парка туналлă кукурус аван ĕлкĕрнĕ. Ахăртнех «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче паха тухăç çитĕнтермелли «вăрттăнлăха» пĕлеççĕ.
Валерий Геннадьевич кукурус анипе юнашар лаптăкра улăм пресслакан Геннадий Ершов механизатор ĕçĕпе те паллаштарчĕ пире.
Унтан эпир кĕрхи тулă акакан уйра хĕрсе тăрăшакан ĕçченсемпе курнăçрăмăр. Сеялкă çаклатнă тракторсемпе вăй хуракан Юрий Белковпа Олег Никитин механизаторсен, сеялка çинче тимлекен Виккентий Михеев, Сергей Антонов, Сергей Коновалов, Алексей Морозов сеяльщиксен тата анасене дискласа ĕлкĕртсе пыракан Сергей Хлебниковпа Юрий Белков механизаторсен ĕç-хĕлĕпе вырăнта паллашрăмăр. Ĕçченсем çитес çулхи тухăç вĕсен тăрăшулăхĕнчен килнине ăнланса, ĕç дисциплинине пăхăнса кал-кал тăрăшни куçкĕрет.
Районти специалистсем йĕтем çинчи Светлана Викентьевна Белкова бригадир ертсе пыракан хĕрарăмсен ушкăнĕ аллакан вăрлăх кондициллĕ пулнине те çирĕплетрĕç. Палăртнă вăхăта ĕçе пурнăçлас тĕллевлĕ аллакансем сортировкăсене ĕç вăхăтĕнче пысăк сăлтавсăр чармаççĕ.
Унсăр пуçне районти уйрăм агрономĕсем кĕрхи тĕш-тыррăн тикĕс шăтса тухнă ешĕл тĕсĕпе куçа илĕртекен калчалаллă симĕс тинĕс евĕр уйĕсене те тишкерчĕç. Фитосанитари мониторингĕн пĕтĕмлетĕвĕ анасем çумкурăкпа хурт-кăпшанкăсенчен таса, калча чир-чĕрсĕр пулнине çирĕплетрĕ.
Валерий Геннадьевич ертÿçĕ хуçалăхри кашни ĕç обьекчĕнчех ĕçченсен ĕç-хĕлне тĕплĕн тимлесе, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тата паянхи тĕллевсене кĕске самантра уçăмлатса ĕлкĕрет. Пур çĕрте те тирпей хуçаланни, ĕç хатĕрĕсемпе техника вырăнлă пулни хуçалăх ертÿçипе ĕçченсем хăйсен тивĕçĕсене яваплă пурнăçланине пĕлтерет, вĕсен тăрăшулăхне кăтартать.
Паянхи куна «Восток» ЯХПК вырмана ăнăçлă вĕçлесе кĕрхисене 300 гектар лаптăк çинче акса пĕтернĕ. Унпа пĕрлех хуçалăх выльăх апачĕ те çителĕклĕ хатĕрленĕ: 595 тонна утă, 1368 тонна сенаж, 413 тонна силос, 540 тонна хутăш сенаж. 733 гектар лаптăк çĕртме тунă.
С.ВИШНЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *