Суббота, 27 апреля

Депутатсем пĕрремĕш ларура

Депутатсем пĕрремĕш ларура

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче çиччĕмĕш созыври суйланнă район депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацийĕн пайĕсене ертсе пыракансем, депутатсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Николай Белков Пĕрлехи суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ: » Списока кĕртнĕ 19103 суйлавçăран 15800 çын суйлава килнĕ. Ку вăл суйлавçăсен — 82,7 проценчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсенчен пирĕн тăрăхра Олег Николаев чи нумай сасă пуçтарнă. Уншăн 13125 çын сасăланă е 83 процент».
Районти депутатсен Пухăвĕн дупутачĕсем пĕрремĕш ларура вăрттăн сасăласа район пуçлăхĕ кам пулассине те палăртрĕç. Чи нумай сасă пухакана — Ремис Мансурович Мансурова — район пуçлăхне çирĕплетрĕç. Вăлах депутатсен Пухăвĕн председателĕ. Унăн çумĕ — Геннадий Федорович Волков.
Депутатсем ытти нумай ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов депутатсене ăнăçлă ĕçлеме сунчĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *