Воскресенье, 19 мая

Сергей Лукиянов: Архитектор ĕçне килес ăру хак парать

Архитектура — хăйне евĕрлĕ ÿнер. «Хуласемпе ялсем архитектурăсăр çĕкленеймĕç», — тенĕ Америка архитекторĕ Филип Джонсон. Çуртсемпе керменсене проектлассине чи кăткăс ĕçсен йышне кĕртеççĕ. Архитектор ăсталăхĕнчен хуласемпе ялсен пуласлăхĕ килет. Çак сăмаха ахальтен пуçармарăм. Редакци тĕпелне Чăваш Республикин архитекторсен союзĕн председательне Сергей Лукиянова чĕнтĕм.
— Сергей Пантелеймонович, эсир — Шупашкарăн историллĕ пайне чĕртсе тăратмалли концепци авторĕсенчен пĕри. Çав тапхăра аса илер-ха.
— Паянхи залив вырăнĕнче мĕн пулнине 50 çултан аслăраххисем астăваççĕ пулĕ: çырмара çÿп-çап куписемччĕ, хытхура ашкăратчĕ, юханшыв порчĕн кивĕ техники выртатчĕ… Ун чухне Введени чиркĕвĕ патне çитме те йывăрччĕ, унти микрорайон аталанмастчĕ. Ку ыйту Чăваш Республикин пĕрремĕш президентне Николай Федорова та канăçсăрлантарчĕ: эпир пулас заливăн проектне туса хатĕрлерĕмĕр, ăна вăл ырласа йышăнчĕ. «Дорисс» предприяти /ертÿçи — Игорь Рощин/ тата ыттисем хавхалансах ĕçе пуçăнчĕç. Залива хăтлăлатнă хыççăн транспорт çÿреме пуçларĕ, хула çыннисем валли канмалли вырăн тупăнчĕ — залив тавра пурнăç чĕрĕлме тытăнчĕ. Шупашкар заливĕ ытти хулапа районшăн тĕслĕх пулса тăчĕ. Кунашкал пысăк проекта хутшăнма тÿр килнĕшĕн савăнатăп эпĕ. Хальхи вăхăтра та кÿлмек хĕрри тата ытларах çĕнелсе илемленет.
— Хула инфратытăмĕ анлăланса çĕнелет, пысăк та чаплă çуртсемпе керменсем çĕкленеççĕ. Паянхи кун архитектура концепцине пăхăнаççĕ-и;
— Ятарлă концепцисĕр хулана аталантарма çук. Хула инфратытăмĕнче ăнсăртлăх пулмалла мар, кашни ĕçе шухăшласа тумалла. Унсăрăн хула пурнăçĕ кăткăсланать. Шупашкарта та ку енĕпе çитменлĕхсем çук мар. Çакă парксемпе скверсене хăтлăлатас тĕлĕшпе те çыхăннă. Калăпăр, çул пулмалли вырăна çурт лартни — инкек. Тепĕр тĕслĕх: хăшпĕр вырăнта хăпартнă çÿллĕ çуртсем хулан илемне хуплаççĕ. Архитектурăра йăнăшма юрамасть. Шел те, юлашки вăхăтра архитектура иккĕмĕш вырăна юлчĕ, çĕр йĕркелÿçисемпе кадастр ĕçченĕсем мала тухрĕç. Анчах вĕсем, калăпăр, пĕр урам тепĕр урампа епле çыхăнни çинчен шухăшламаççĕ. Çак уйрăмлăхсене шута илмесен малашне йывăр пулать. Совет тапхăрĕнче генплансене питĕ çирĕп пăхăннă, кашни ĕçе «çиччĕ виçсе пĕрре каснă». Хула варринче парксемпе скверсем ытларах курас килет. Шупашкарта çырмасемпе çăлсем, йывăçлă лапамсем чылай. Вĕсене те упраса хăвармалла, тирпейлесе хăтлăлатмалла, канмалли зонăсем тумалла, çÿп-çап пăрахасран асăрханмалла. Анчах ытларах чухне вĕсем пирки манаççĕ.
— Хулари кивелнĕ çуртсене упраса хăвармалла-и?
— Пур япала та кивелет, ун вырăнне çĕнни тăватпăр е туянатпăр. Çуртсене те ?Сталин, Хрущев тапхăрĕнче тунисене/ вăхăт шеллемест. Вĕсенче пурăнма услови япăх, хăшĕ-пĕрисене юсав туни те пулăшмасть. Истори тĕлĕшĕнчен пĕр-иккĕшне сыхласа хăварма пулать: килес ăрăва, хăнасене кăтартмашкăн. Авариллĕ çуртсенчен куçарас ĕç темиçе çул каяллах пуçланнă. Мускавра та тахçанах реконструкци тăваççĕ. Манăн шухăшпа, пурте хăтлă та çĕнĕ хваттерсенче пурăнма тивĕç.
— Архитектура палăкĕсене сыхласа хăварас тесе пирĕн республикăра мĕн тăваççĕ?
— Хамăр историне манмалла мар. Архитектура палăкĕсем пирĕн халăхăн кун-çулне асра тытаççĕ. Чăваш Енре авалхи çурт, кермен сахал мар. Культура министерствипе Еткерлĕхе упрас тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх центрĕ нумай ырă ĕç тăвать ку енĕпе. Кунта пирĕн сумлă çыннăмăра Николай Муратова аса илмесĕр май çук. Вăл ку ĕçре вăй-халне те, вăхăтне те шеллемерĕ.
— Сирĕн пултарулăхăрта чиркÿ-мăнастир тăвасси пысăк вырăн йышăнать. Вĕсен проекчĕсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?
— Чиркÿсем хулана илем кÿреççĕ. Ĕлĕк çуртсене вĕсен тавра лартма тăрăшнă. Анчах 30-мĕш çулсенчи генплана вĕсене кĕртмен. Телее, ун чухне хăшне-пĕрне сыхласа хăварнă. Çĕнĕ саманара ку ыйтăва та Николай Федоров президент хускатнăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче совет тапхăрĕнче тĕп тунă чиркÿсем вырăнне çĕннисене тума тытăнчĕç. Вĕсене тума Варнава владыкăран пил илнĕччĕ. «Чăвашгражданпроектра» ĕçленĕ чухне çуралнă тăрăхра — Комсомольскинче — манăн проектпа чиркÿ лартнăччĕ. 2000 çулсенче Çветтуй Татиана чиркĕвĕ, Çĕнĕ кăнтăр, Кăнтăр-хĕвеланăç районĕсенче тата ытти тăрăхра чиркÿсем çĕкленсе ларчĕç. Пĕтĕмпе 40 яхăн чиркÿ проектне турăм. Ытти регионта та /Мускав, Тутарстан, Улан-Удэ…/ манăн проектпа тунă чиркÿсем пур. Çакăншăн Турра тав тăватăп.
— Чăваш Енри архитекторсен союзĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 60 çул çитрĕ. Сумлă юбилее епле çитĕнÿсемпе кĕтсе илтĕр?
— Пирĕн союзра — 58 çын. Нумаях пулмасть тепĕр 13 çамрăка хамăр йыша илтĕмĕр. Вĕсем пуçаруллă та хастар. Эпир ирттерекен мероприятисене хутшăнаççĕ, союзăн сайтне тытса пыраççĕ, хăйсене пултарулăхра кăтартаççĕ. Паянхи архитекторсем хĕрсех ĕçлеççĕ: микрорайонсен, шкулсемпе садиксен, спорт керменĕсен проекчĕсем вĕсен алли витĕр тухаççĕ. Пирĕн республикăра архитектура бюровĕ те çителĕклех. Чи пысăк организаци — «Чăвашгражданпроект». Паянхи сумлă архитекторсенчен чылайăшĕ унта ĕçлесе ăсталăха туптанă.
— Архитекторăн мĕнле пулмалла?
— Архитектура — пултарулăх ĕçĕ. Пÿлĕмре питĕрĕнсе ларса проект туни кăна мар. Ун çинчен ыттисене каласа кăратмалла, тишкермелле. Архитекторăн килес ăру куçĕпе курма пĕлмелле, мĕншĕн тесен паян тунă ĕçе вĕсем хак параççĕ. Çавăн пекех унăн саккасçа та ĕнентерме пултармалла. Вăл тупăш пирки кăна шухăшлать тĕк хăйне те, ĕçне те хăвăртах манĕç. Малашне çуртсем епле пуласси, вĕсемпе миçе çул усă курасси унăн шухăшлавĕпе ăсталăхĕнчен нумай килет. Архитектор ĕçĕн чи пысăк хаклавçи — вăхăт. Çавăнпа архитектурăра васкама кирлĕ мар, ĕçе тĕплĕ тумалла.
— Чăваш Енре архитекторсене ăçта хатĕрлеççĕ?
— Совет тапхăрĕнче пирĕн патра архитектура специальноçĕ пулман. Пурте ытти хулари аслă шкулсенче вĕреннĕ. Çĕнетÿ тапхăрĕнче те ку енĕпе сахал ĕçленĕ. Сумлă архитекторсем ку тĕнчерен кайса пынă май пирĕн йыш хухма тытăнчĕ, çавна май И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн строительство факультетĕнче 2002 çулта архитектура кафедри уçрăмăр. Сăмах май, эпĕ ăна 10 çула яхăн ертсе пытăм. Чылай çамрăк пĕлÿ илчĕ унта. Анчах çĕнĕ вĕренÿ тытăмне куçнă хыççăн ăна хупрĕç. Хальхи вăхăтра унта инженер-строительсене кăна хатĕрлеççĕ. Чăваш Енре архитектор çителĕклех. Вĕсен йышĕнче хăй тĕллĕн вĕреннисем те пур. Паллах, унашкаллисен ĕçĕсене пит паха тееймĕн.
— Архитектор пулас ĕмĕт хăçан çуралчĕ?
— Ача чухне ÿкерме юрататтăм. Çар чаçĕнче художник тивĕçне пурнăçланăччĕ. Архитектурăна ăн-сăртран лекрĕм. Салтакра чухне замполит пĕрмай вĕренмелли çинчен калатчĕ. «Выбор профессии» кĕнекене уçрĕ те «архитектор» сăмах çине тĕллесе кăтартрĕ. Телее, Мускаври пĕр институтра архитекторсене хатĕрлетчĕç, документсене унта кайса патăм.
Биографирен
Сергей Лукиянов — ЧР тава тивĕçлĕ архитекторĕ. 1958 çулта Комсомольскинче çуралнă. 1984 çулта Мускав çĕр виçекен инженерсен институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1984—1996 çулсенче Чăваш Енри проект институтĕнче ĕçленĕ, 1996—2007 çулсенче Шупашкар хулин тĕп архитекторĕ пулнă. 2007 çултанпа — «Манăн хула» архитектура мастерскойĕн пуçлăхĕ.
АРХИТЕКТОР КАЛАНИНЧЕН
Скульптура палăкĕсем те тăватăп. Комсомольски районĕнчи Асанкассинче Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа лартнă палăкпа уйрăмах мăнаçланатăп.
Архитекторăн тĕп ĕç хатĕрĕ — кăранташ. Хальхи çамрăксем компьютерпа чертеж тăваççĕ. Эпĕ малтан хут çине ÿкеретĕп. Çапла хăнăхнă. Алăпа тунине улăштарма, хушма пулать.
Ĕлĕк архитектор строитель ĕçне те, шут ĕçне те пурнăçланă. Халĕ кашни хăйĕн ĕçне тăвать.
Çурт проектне тăвасси питĕ хаклă ĕç. Çавăнпа хальхи вăхăтра уйрăм çынсем ялта е дачăра пÿрт лартнă чухне хатĕр проектсемпе усă кураççĕ. Каталогсем пайтах вĕсем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *