Мĕн акатăн — çав шăтать

Рынок системин аталанăвĕ аграрисене самана таппипе утăмлама хистет. Çавăнпа çитĕнтерекен продукцин, уйрăмах вăрлăх пахалăхне, тасалăхне тĕрĕсленин пĕлтерĕшĕ паянхи кун питĕ пысăк.
Тупăш калăпăшĕ акнă вăрлăхăн пахалăхĕнчен килнине пурте пĕлетпĕр. Япăх пахалăхлă вăрлăх акнин нормине ÿстерсен те, тăрăшса тимлесе çитĕнтерсен те хăйĕн çине янă тăкака саплаштараймасть. Çакă вара культурăн тупăшне чакарнисĕр пуçне хуçалăхăн укçа енчĕкне те çÿхетет.
Вăрлăх пахалăхĕ çинчен тулли информаци пулсан аграри мĕнле им-çам илмеллине, акас умĕн мĕнле микроудобренисемпе вăй кĕртмеллине е вĕсемсĕр те çырлахма пулнине тата çак сорта акнин вырнаçулăхне пĕлсе тăрать.
Районта хуçалăхсен акакан вăрлăхсен пурин те акмалли пахалăхĕсем патшалăх ГОСТ требованийĕсемпе тивĕçÿллĕ пулмалла.
«Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем хуçалăхсен уй-хирĕсенчи тĕш-тырра та, ытти культурăсене те сăнасах тăраççĕ. Светлана Петухова аслă агроном, Вера Рыжовăпа Мария Фомина агроном-специалистсем Надежда Чернова ертсе пынипе тимлĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем акмалли вăрлăхăн тата сутмалли тупăшăн тасалăхне, шăтаслăх вăйне, вĕсем епле çитĕннине, тĕрлĕ чир-чĕрпе сăтăрçă тапăннине, çум курăк пуррипе çуккине тĕпчеççĕ, сортлă вăрлăх çитĕнтермелли чи лайăх условисене палăртаççĕ. Унпа пĕрлех Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи вăрлăх пахалăхне тивĕçтерекен мероприятисене тивĕçлĕ пурнăçланине тимлеççĕ.
Опытлă ĕçченсем уйрăм çынсене те, ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе агрономĕсене те тарават кĕтсе илсе кĕске вăхăтра пулăшу параççĕ. Çынсем килти пахчасене акмалли вăрлăха тата тĕрлĕ им-çамсене «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕнчен туянма тăрăшаççĕ. Кунта вĕсене пахалăхне тĕрĕсленĕ, шанчăклă тавара усă курнă чухне пăхăнмалли требованисене те тĕплĕн ăнлантарса параççĕ.
Сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне вĕсем районти хуçалăхсенчи кĕрхи культурăсен вăрлăхне 11829 центнер тĕрĕсленĕ: кĕрхи тулă 9552 центнер, кĕрхи ыраш 770 центнер. Пĕтĕмĕшле планпа 13030 центнер тĕрĕслемелле. Центр ĕçченĕсем районти 24 хуçалăх тĕш-тырри патшалăх ГОСТ требованийĕсемпе тивĕçÿллĕ пулнине çирĕплетнĕ.
Малашне акас-лартас тĕллевпе сутлăха хатĕрленĕ культурăсене уйрăмах тĕрĕслемеллине палăртаççĕ центр ĕçченĕсем.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *