Уй-хирте

Уй-хирте

Уй-хирсенче ĕç шавĕ чарăнмасть-ха. Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех. «Госсорткомиссия» ФГУра вырмалли лаптăксем юлнă. Пурĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 44251,6 тонна çапса тĕшĕленĕ. Ĕçе 14979 гектар çинче пурнăçланă. Вăтам тухăç кашни гектартан — 29, 5 центнер. Чи пысăк тухăç «Родина» фермер хуçалăхĕнче, кунта кашни гектартан вăтамран 46 центнер пуçтарса кĕртнĕ.
Хуçалăхри ĕçченсем халĕ çĕрулми, пахча-çимĕç кăлараççĕ, кĕрхи культурăсене акаççĕ, çĕртме тăваççĕ.
Сентябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче 7413 гектар çинче çĕртме тунă, кĕрхи культурăсене акма 4552 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Кăçал районта 778, 63 гектар çинче çĕрулми çитĕнтернĕ. Паянхи куна «Слава картофелю» агрофирмăра, «Комсомольские овощи» агрофирмăра, «Сюрбеево» ООО-ра, Самарин, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕсенче çĕрулми кăларма тытăннă. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне — 259,3 центер.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *