Вторник, 23 апреля

Олег Николаев чи нумай сасă пухнă

Сентябрĕн 11—13-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхне тата район депутачĕсен, ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйларăмăр. Çак суйлава Комсомольски районĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Конституци панă ирĕке пурнăçласа хăйсен социаллă активлăхне туллин палăртрĕç. Виçĕ кунта районта 39 суйлав участокĕ ĕçлерĕ.
Списока кĕртнĕ 19103 суйлавçăран 15800 çын суйлава килнĕ. Ку вăл суйлавçăсен — 82,7 проценчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсенчен пирĕн тăрăхра Олег Николаев чи нумай сасă пуçтарнă. Уншăн 13125 çын сасăланă е 83 процент. Александр Андреевшăн /КПРФ/ 959 çын сас панă е 6 процент, Константин Степановшăн /ЛДПР/ — 599 çын /3,8 процент/, Николай Степановшăн /»Российская партия пенсионеров за социальную справедливость»/ — 592 /3,7 процент/, Сергей Матвеевшăн ?»Патриоты России» парти/ — 234 /1,5 процент/.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн сасăлава 1168 участокри суйлав комиссийĕсенче ирттернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кандидачĕшĕн, Олег Николаевшăн суйлава хутшăннисен 75,68 проценчĕ сасăланă. Олег Николаев чи нумай сасă пухнă. Ытти кандидатсемшĕн çапла сасăланă: Александр Андреевшăн — 10,26 процент, Константин Степановшăн — 5,49 процент, Николай Степановшăн — 3,53 процент, Сергей Матвеевшăн — 2,12 процент.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *