Пятница, 19 апреля

Хаçат та вулать, сăвă та çырать

Хаçат та вулать, сăвă та çырать

Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи ĕçпе тыл ветеранĕпе Клавдия Александровна Кокшинапа вăрах вăхăт хушши калаçса ларнă май, унăн кун-çулĕпе туллин паллашрăм. Маттур хĕрарăм нумай çул колхозра ĕçленĕ.
— Эпĕ 1930 çулта Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралнă. Çемьере тăхăр ача пулнă, виççĕшĕ вăхăтсăр вилнĕ. Аттепе анне колхоза малтан кĕнĕ те ырми-канми ĕçленĕ. Атте арманçă пулнă, çав вăхăтрах уй-хир ĕçĕсене те тунă, — каласа парать Клавдия Александровна.
Унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ. Малтан Ваççили пиччĕшне çара ăсатнă. Кайран аппăшĕ Зина, вăл вăхăтра вунсакăр çулхи хĕр, учительница, хăй ирĕкĕпе тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайнă. Тепĕр уйăхран вăл Серпухов хули патĕнчен бандерольпа хăйĕн вăрăм хитре çÿçне ярса панă. Кĕске çыру çинче «Ыран пире фронта яраççĕ, ман çÿçе упрăр, ан кулянăр, тесе çырнă». Çак сăмахсене вуласан Клавьен куççуль тухнă. Фронтра Зина радист пулнă. Телее, Ваççили те, Зина та вăрçăран 1945 çулхи кĕркунне таврăннă.
Клавье çĕр ĕçне ачаран лайăх пĕлсе ÿснĕ. Тăван «Знамя» колхозри ĕç кунĕсем ун 3-мĕш класранах çырăнса пыма тытăннă. Çапла вăл кашни каникулта аслисемпе, Варвара аппăшĕпе, тантăшĕсемпе çума-çумăн уй-хирте тăрăшнă. Варвара аппăшĕ училище пĕтернĕ хыççăн, вăрçă пуçланиччен, учительте ĕçлеме пикеннĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче шкулта сивĕ пулнă пирки ачасем тумтирпе ларнă, чернил пулман, ун вырăнне юман çулçи çинчи шĕшкĕрен тунă шĕвекпе çырнă. Кивĕ кĕнеке, хаçат çине çырса уроксене хатĕрленнĕ. Пĕррехинче ашшĕ Улатăр хулинчен темиçе тетрадь илсе килнĕ. Клавье вара икĕ тантăшне те валеçсе панă. Вăл вăхăтра çиме те çитмен. Клавье шкула ялан икĕ-виçĕ çăкăр татăкĕ илсе пынă. Хăйĕн тантăшĕсене сăйланă.
— Аппасене пăхса манăн та учитель пулас килетчĕ. Сăмах май каласан, Нина йăмăк та педагог пулчĕ. Виçĕ аппан учительти пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 121 çулпа танлашать. Эпĕ ялта 7 класс пĕтернĕ хыççăн тепĕр çул Комсомольскинче вĕрентĕм. Анчах ман пиччен, аппан ачисене пăхмалла пулчĕ. Çавăн пирки малалла вĕренеймерĕм. Çав вăхăтрах колхозра ĕçленĕ. Вунпилĕк çулта Каçал вăрманĕнчен шурă вăкăра кÿлнĕ урапапа пĕчĕк пĕренесене яла турттарнă. Атте малтан тиесе паратчĕ, хăй вăрманта юлатчĕ, — аса илет Клавье кинеми.
Клавдия Александровна чăх-чĕп, пăру, сурăх фермисенче, кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. Районта чăх-чĕп пăхакансем хушшинче чи малта пулнишĕн ăна преми те панă. Ултă çул ялти строительсен бригадинче мăшăрĕпе, Василий Михайловичпа, пĕрле ĕçленĕ. Вĕсем правлени, клуб, ача сачĕ, гараж çурчĕсене хăпартнă çĕрте тăрăшнă. К.Кокшинăна колхозра пултаруллă ĕçленĕшĕн тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Мăшăр виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ, Владимир, колхозра электрик пулса ĕçленĕ, хĕрĕ Вера химипе механика техникумне пĕтернĕ хыççăн 40 çул Çĕнĕ Шупашкарти акционерсен «Химпром» уçă пĕрлешĕвĕнче техник-лаборант пулса ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Виталий — строитель. Ĕçпе тыл ветеранĕн 7 мăнук тата 8 мăнмăнук. Аслă мăнукĕ Алена Чăваш педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ача садĕнче воспитательте ĕçлет. Иккĕмĕш мăнукĕ Надя — тухтăр. Вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнчи медицина факультетне пĕтернĕ. Тăватă уйăх коронавируспа чирлĕ çынсене сыватать. Оля — строитель. Елена педагогика университечĕн художествăпа графика факультечĕн выпускникĕ. Вăл картинăсем ÿкерет. Художник Мускавра тата ытти хуласенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, лауреат ятне илнĕ. Сергей — инженер-строитель, Михаил — фармацевт, Диана — экономист.
Клавдия Александровна ачисем, мăнукĕсем праçниксенче пуçтарăнсан хĕпĕртет. Кашни мĕнле те пулин парнепе савăнтарать.
Пурнăçра савăнмалли те, кулянмалли те пулать.
— Упăшка ир, çитмĕл виççĕре вилчĕ, аслă ывăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Халĕ çутă тĕнчере пĕртăвансенчен Нина йăмăкпа çеç юлтăмăр. Вăл Комсомольскинче пурăнать, 87 çул çине кайнă. Унпа тата мăшăрăн 95 çулхи аппăшĕпе Вассапа алăри телефонпа калаçатпăр, пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр, — калаçăва малалла тăсрĕ кинемей.
Тĕлĕнтерет Клавдия Александровна. Вăл сăвăсем çырать.
— Колхозра ĕçленĕ ырă самантсене аса илсе пуçа килнĕ шухăшсене, туйăмсене тепĕр чух хут çине куçаратăп, — тет вăл.
Унăн сĕтелĕ çинче «Каçал ен», «Хыпар» хаçатсем, «Ырă хыпар» журнал пур. Кашни номерне тĕплĕн пăхса тухать, пурнăç таппипе тан утма тăрăшать.
Г.ВАСИЛЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *