Уй-хирте ĕç вĕрет

Уй-хирте ĕç вĕрет

Районти уй-хирсенче техника шавĕ кĕрлесе тăрать. «Ĕнер» çеç çурхи ака ĕçĕсем çинчен çырса пĕлтертĕмĕр. Паянхи кун аграрисем кĕрхи тĕш-тырă акса хăварма васкаççĕ. Кĕркунне вĕсен çуркуннехинчен те хĕрÿрех вăхăт — хĕл «хыпар» яриччен уй-хирсенчи ĕçсене вĕçлесе ĕлкĕрмелле. Ĕçĕ вара сахал мар. Пулса çитнĕ тухăçа пуçтармалла, кĕрхисене акмалла тата анасене çурхи ака валли хатĕрлесе хăварса ĕлкĕрмелле.
«Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем çак эрнере çанталăк хĕвеллĕ, ырă кунсемпе савăнтарнă тапхăрта пĕр минут та сая ямасăр тăрăшса кĕрхи тулă акса пĕтернĕ. Тĕш-тыррăн «Московская 56» /1-мĕш репродукци/ сорчĕ хуçалăх уй-хирĕнче 150 гектар лаптăк йышăннă. Механизаторсемпе сеяльщиксем шанса панă ĕçре яваплăха ăнланса вăй хуни, паллах, унăн хăвăртлăхне, пахалăхне ÿстерет.
Хуçалăх кăçал техника базине çĕнетнине те асăнса хăвармаллах. Ятарлă программăпа усă курса туяннă «Кировец» К-525 трактора Анатолий Егорова шанса панă. Ун çумне 5 метр сарлакăш çĕнĕ дискатор çаклатнă. Юрий Шеверов та кăçал туяннă çĕнĕ каток кăкарнă тракторпа уйра тăрăшать.
Валерий Павлов сеялка çинче тимлет. Сергей Андреев механизатор сеялка çаклатнă тракторпа ĕçлет. Игорь Семенов удобрени, Валерий Краснов вăрлăх турттараççĕ.
Вырса илсе силоса яма черечĕ çитессе кĕтекен куккурус ани çинче те пулса куртăмăр. Парка туналлă, хитре тĕттĕм симĕс çулçăллă, çÿллĕ çитĕннĕ культурăпа хуçан чăннипех те мăнаçланмалăх пур. «Луч» ЯХПК ертÿçи Анатолий Семенов 65 гектар лаптăк йышăнакан пысăк массăллă куккуруса 10 кун хушшинче пуçтарса кĕртес тĕллевлĕ.
Механизаторсен тĕллевĕ — хĕле кĕриччен çурхи ака валли çĕр хатĕрлесе хăварасси. Вĕсен ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 300 гектар лаптăкра çĕртме тумалла, 300 гектар çинчи тăпрана дискламалла, 250 гектар сухаламалла. Унсăр пуçне çитес вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсем çĕре пулăхлатма 570 тонна извеçе 150 гектар çине хывма планланă.
Анатолий Васильевич хуçалăхри ĕçченсемпе тăрăшса, уяр кунсемпе тулли усă курса ĕçлесен уйри кĕрхи ĕçсене октябрь уйăхĕн пуçламăшне вĕçлес тĕллев лартнă. Паянхи куна кооператив ĕçченĕсене тата ЯХПКна арендăна панă çĕр пайĕсен хуçисене тырăпа тивĕçтерни çинчен те пĕлтерме кăмăллă.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *