Вторник, 30 апреля

Сасăлава хутшăнар

Сасăлава хутшăнар

Сентябрĕн 11—13-мĕшĕсенче 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен, ял тăрăхĕсен депутачĕсен суйлавĕсем иртеççĕ.
Енчен те çак кунсенче шута илме тивĕçлĕ сăлтава пула сасăлав участокне пыраймастăр пулсан, маларах, сентябрĕн 10-мĕшĕччен вырăнти депутатсемшĕн сасăлама пултаратăр. ЧР Пуçлăхне вара палăртнă кунсенчех урăх вырăнта та /республика территорийĕнче/ суйлама пултаратăр, анчах çакна валли маларах, сентябрĕн 8-мĕшĕччен, заявлени тăратмалла.
Енчен те сывлăх хавшанă пирки суйлав кунĕсенче сасăлав участокне пыраймастăр пулсан, çакăн çинчен сентябрĕн 13-мĕшĕнчи 14 сехетчен участокри суйлав комиссине пĕлтермелле, килтех сасăлама май пама ыйтмалла. Участоксенчи суйлав комиссийĕсем сентябрĕн 10-мĕшĕччен 16 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *