Вторник, 30 апреля

Вăхăтра ĕçлесен – тухăçпа савăнан

Вăхăтра ĕçлесен – тухăçпа савăнан

Йăмăх  сарă  çеçкеллĕ  ÿсентăран — рапс — тĕнчипе  анлă  сарăлнă  ял  хуçалăх  культурисенчен  пĕри. Унăн паха енĕсем  сахал  мар.  Рапс /сидерат/ тăпра тытăмне пулăхлатать. Унран силос, сенаж, курăк çăнăхĕ тăваççĕ. Унсăр пуçне рапс çу паракан культурăсен шутне кĕрет.
Çак культура вăрринчен, сортне кура, тунă çупа апат-çимĕç тата техника промышленноçĕсенче усă кураççĕ. Рапс çăвĕ пахалăхĕпе тата хими тытăмĕпе оливка çăвĕпе танлашать. Çавăнпах ăна «вырăс олива çăвĕ» теççĕ. Рапсăн техника çăвĕпе топливо, сĕрмелли материал тата олифа тунă çĕрте усă кураççĕ. Çу туса илнĕ хыççăн юлакан продукцине /жмых, шрот/ выльăх-чĕрлĕхе çитереççĕ.
Çак агрономи енчен те, финанс енчен те паха культурăна кăçал районти виçĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ — «Дружба» /110 гектар/, «Пайгас» /57 гектар/, «Турхан» /127 гектар/ тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ /80 гектар/ акса ÿстернĕ. М.Минатуллинăн хуçалăхĕнче 45 гектар лаптăк çинчи рапса çу тума çитĕнтернĕ, 35 гектарне çĕре пулăхлатма хывнă.
«Дружба» ЯХПК пиçсе çитнĕ рапса вырса пĕтернĕ. «Вектор» комбайн çинче Евгений Долговпа Александр Константинов ылмашăнса, «Агрос» комбайнпа Фенис Тазетдинов тăрăшнă. Айрат Ганеев водитель бункерсене тулакан тухăçа КАМАЗ автомашинăн кузовĕ çине йышăнма хатĕр тăнă. Тухăçа тăкаксăр пухса кĕртесси — ĕçченсен тĕп тĕллевĕ.
Андриян Яковлев агроном пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра рапсăн «Пионер» вăрлăхне акнă. Çак пысăк тухăçлă сорт питĕ çÿллĕ ÿссе кайманнипе удобрени пĕрĕхтернĕ чухне меллĕ. Хуçалăх 50 гектар рапсран выльăх çитерме симĕс масса хатĕрленĕ. 60 гектар лаптăкран 90 тонна рапс вăрри çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектартан 15 центнерпа танлашать. Пухса илнĕ тухăçа хиртен тÿрех продукци тума ăсатнă.
«Ял хуçалăхĕнче тăрăшаканшăн «вăхăтра» сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк, çĕре вăхăтра хатĕрлемелле, вăхăтра акмалла, вăхăтра апатлантармалла, вăхăтра пуçтарса кĕртмелле. Рапс культурăна сăтăрçă хурт-кăпшанкăсем питĕ кăмăллаççĕ — вăхăтра им-çам сапмалла. Тата çак культурăн тухăçне пухса кĕртмелли «тĕрĕс» вăхăтне пĕлмелле — вăрă хутаççисем çуркаланса пĕтиччен кĕтмелле мар. Ĕçе пурнăçламалли вăхăта пăхăнмасăр тунă кашни йăнăш паха тухăçа тăкаксăр пуçтарас шанăçа чакарать. Рапса çитес çулсенче те çитĕнтерме планлатпăр», — тет «Дружба» ЯХПК ертÿçи Ремис Мансуров.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *