Вторник, 8 октября

Наталья Николаева – районта

Наталья Николаева – районта

Иртнĕ эрнере районта республикăри «Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацин председателĕ Наталья Николаева пулчĕ.
Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пулчĕ. Ун хыççăн вĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Кăçал вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унпа пĕрлех кунта вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕ аталантарма «Точка роста» вĕренÿ класĕ уçнă. Халĕ кунта ачасене хушма пĕлÿ илме чăннипех те пур услови те пур. Çĕнĕ йышши техника, компьютер класĕ — пĕтĕмпех вĕренĕве аталантарма. Наталья Алексеевна «Точка роста» класра ачасем епле вĕреннине хăй курса хакларĕ.
Ĕçлĕ ушкăн районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче те пулса курчĕ. Музей фончĕ тĕрлĕ экспонатсемпе чăннипех те пуян.
«Унпа пĕрлех фонд кунсерен ÿсет, çынсем ĕлĕкхи япаласем парнелеççĕ. Çакă çав тери аван. Килен-каянсем район историйĕпе, кун-çулĕпе, аталанăвĕпе кăмăлтан паллашаççĕ. Ÿсекен ăрушăн та çакă кăсăклă. Час-часах выставкăсем йĕркелени те çынсене илĕртет. Пирĕн пата район çыннисем çеç мар, тата ытти тăрăхсенчен те килсе çÿреççĕ, — пĕлтерчĕ музей заведующийĕ Алена Полякова.
Наталья Николаева районти искусство шкулне те çитсе курчĕ. Кунта та ачасен хушма пĕлĕвне тарăнлатас енĕпе нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Сăмахран, шăпах çак вăхăтра кашни класрах вĕренÿ ĕçĕ пыратчĕ: кам юрлать, пĕри — фортепианопа, тепри гитарăпа, купăспа вылять, виççĕмĕшĕсем ташлаççĕ тата ÿкереççĕ.
Ĕçлĕ тĕл пулăва вара районти тĕп библиотекăра пĕтĕмлетрĕç. Кунта çавра сĕтел йĕркелерĕç, Хĕрарăмсен союзĕн ĕçне-хĕлне пăхса тухрĕç. Чи малтанах районти Хĕрарăмсен канашĕн пурнăçĕпе Инна Ядрова председатель паллаштарчĕ. Вăл çулталăк хушшинче мĕн чухлĕ ĕç туса ирттерни çинчен кĕскен каласа панипе пĕрлех тата пурнăçламалли ĕçсене те палăртса хăварчĕ. Наталья Алексеевна районти канаш ĕçне «лайăх» тесе хакларĕ, Инна Ядровăна, районти хĕрарăмсен канашне тăрăшса ĕçленĕшĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Малашне вара татах та ĕçе вăйлатма, ытларах çамрăксене тĕрлĕ çĕре пур енлĕн явăçтарма сĕнчĕ. Сăмахран, вăл Сăр оборона чиккинче ĕç паттăрлăхĕ кăтартни историе кĕрсе юлнă ĕç-хĕл пирки ытларах çырма, унта хутшăннă çынсене тупса палăртма, историри пулăмсене ĕмĕрлĕхех упраса хăварма чĕнсе каларĕ.
Çавăнпа вăрçă вăхăтĕнче Сăр оборона чиккине тунă çĕре хутшăнакансем пирки пĕлекенсене, унта хутшăннисене редакципе çыхăнма ыйтатпăр.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *