Пĕрлехи сасăлав кунĕ çывхарать. Халăх йышлă пухăнса пĕр-пĕрин умне хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесе суйлава виçĕ кун ирттерме йышăннă — сентябрĕн 11—13-мĕшĕсенче. Суйлав участокĕсене килекенсене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. Чăваш Республикин резерв фондĕнчен уйăрнă укçапа дезинфекцилемелли хушма хатĕрсем туянаççĕ. Маскăсем те, перчеткесем те, антисептиксем те çителĕклĕ пулмалла. Унсăр пуçне сасăлав участокĕсенче йĕрке хуралĕсем те сыхă тăрĕç.