Вторник, 30 апреля

Виççĕмĕш тапхăра куçатпăр

Виççĕмĕш тапхăра куçатпăр

Чăваш Республики чир-чĕртен сыхланмалли йĕркене çемçетмелли виççĕмĕш тапхăра куçать. Роспотребнадзор çакна тума ирĕк панă. Ку таранччен суту-илÿ центрĕсенчи кафесене уçă сывлăшра çеç ĕçлеме ирĕк панă пулсассăн, виççĕмĕш тапхăра куçсассăн тата чылай объекта ĕçлеме ирĕк панă. Çапах та хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма тивĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Н.Луговская пĕлтернĕ тăрăх республикăра ÿпке шыçнипе тата грипп вирусĕпе чирлекенсем сахал мар. Юлашки эрнере вĕсен шучĕ чакман. Çавăнпа та тепĕр хутчен асăрхаттараççĕ: чир-чĕртен сыхланмалли виççĕмĕш тапхăра куçсассăн та хÿтĕлев тата дезинфекци хатĕрĕсемпе пурин те усă курмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *