Вторник, 8 октября

Комплекслă программа аталанма пулăшĕ

Нумаях пулмасть тĕрлĕ канашлусемпе ларусенче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çитес çулсенче пурнăçа кĕмелли Комплекслă программине анлăн сÿтсе яврĕç. Çак программăна хатĕрлекенсем пĕр района та манса хăварман, республика çыннисен пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе тĕрлĕ улшăнусене плана кĕртсе хăварнă, вĕсене валли ăçтан тата мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрмаллине те палăртнă. Районти Обществăлла Канашăн председателĕ, Олег Николаевăн халăх штабĕн участникĕ Илдус Миннетуллин çакăн çинчен хăй мĕн шутланине уçăмлатрĕ.
— Илдус Хадзятович, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе нумаях пулмасть Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине çирĕплетрĕç. Эсир çак программа çинчен мĕн шутлатăр? Мĕнле усă кÿрĕ пире вăл? 
— Аталану программипе эпĕ тĕплĕн паллашрăм. Унта кашни района аталантарма, пурăнмалли условисене лайăхлатма çывăх çулсенче пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем палăртса хăварнă. Пирĕн района пырса тивекен ĕçсем пурте питĕ пĕлтерĕшлине, вĕсем тахçанах хăйсен черетне кĕтнине çирĕплетсех калатăп. Çулсемпе тротуарсем тăвасси, урамсене çутăпа тивĕçтересси, çĕнĕ ФАПсем уçасси, вĕренÿ, культура, спорт объекчĕсем хатĕрлесси, ялсене хăтлăлăх кĕртесси — çаксем йăлтах район çыннисене тахçанах пăшăрхантаракан ыйтусем. Олег Алексеевич аталану программинче кашни сферăра тумалли ĕçсене уççăн палăртнине эпĕ ырласа йышăнатăп.
— Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕ пулнă май, Сире, паллах, ял хуçалăх тытăмĕнче тума палăртнă улшăнусем тата та çывăхрах…
— Паллах, программăра районти агропромышленноç комплексне тимлĕхсĕр хăварманни, çывăх çулсенче çĕнĕ производство объекчĕсем тума палăртни мана питĕ савăнтарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн район ял хуçалăх енĕпе республика шайĕнче чи лайăх ĕçлесе пыракансен шутне кĕрет. Анчах паянхи кун выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе пирĕн те йывăрлăхсем пур. Районта выльăха кăкармасăр усракан, ятарлă сумалли залсемпе усă куракан çĕнĕ йышши 5 ферма ĕçлет. Хăш-пĕр районсем вара çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртес енĕпе пирĕнтен иртсе кайма пуçларĕç. Сăмахран, Елчĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсенче хăш-пĕр ыйтусене компьютерсем урлă тĕрĕслесе пымалли çĕнĕ фермăсем хăпартаççĕ. Çавна кура пирĕн те ятарлă мерăсем йышăнсан аван пулмалла. ЧР аталанăвĕн программинче темиçе çул хушшинче сĕт суса илессине 1,5 хут ÿстерме планланă. Пĕр вырăнта çеç тăрсан, çакна тума май килмĕ. Ял хуçалăхĕнче пăшăрхантаракан самантсем тата та пур. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — аслă пĕлÿллĕ специалистсем тата массăллă профессисенче тăрăшакан кадрсем çителĕксĕрри. Шел пулин те, вĕсене районта алăри пÿрнесемпе шутлама пулать. Çакă ял хуçалăхне аталантарма чарнине кура çывăх вăхăтрах мерăсем йышăнмалла тесе шутлатăп.
— Мерăсем тенĕрен, юлашки çулсенче çÿп-çап, таса мар шыв ыйтăвĕсем халăха чылай калаçтарчĕç. Программăра çак ыйтусем çине те тимлĕх уйăрнă…
— Чăнах та, Комсомольски çыннисем юхтарса кăларакан хура шывсене биологи мелĕпе тасатакан станци тума планланине питĕ ырласа йышăнтăм. Ку пире, районта пурăнакансене, питĕ кирлĕ. Çак ыйтăва уйрăммăн тĕрĕслесе тăмалла тесе шутлатăп. Кĕтнене хура шыв юхтармалла мар, таврари тасалăх чи малтанах хамăршăн лайăх-çке. Комсомольски çывăхĕнчи çÿп-çап свалки те — тахçанах татса парасса кĕтекен ыйту. Ăна рекультиваци туни район çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
— Калаçăва пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр? Çĕнĕ аталану программи пире чăннипех те малалла аталанма пулăштăр тесен мĕн тумалла-ха?
— Олег Николаев сĕннĕ республикăн аталану программине районти Обществăлла Канаш ырласа йышăнчĕ. Олег Алексеевич Чăваш Ене аталану çулĕ çине çирĕппĕн тăратас тесе тăвакан пĕрремĕш утăмсем чăннипех те савăнтараççĕ. Вăл паянхи çивĕч ыйтусем, вĕсене татса памалли мелсем, республикăн пуласлăхĕ çинчен шутлать. Ман шутпа, пĕрлехи сасăлав кунĕнче чи малтанах кандидат сĕнекен программăна суйласа илни пĕлтерĕшлĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *