Фестивальтен дипломпа таврăннă

Фестивальтен дипломпа таврăннă

Чăваш автономине никĕсленĕренпе 100 çул çитнине тата Шупашкар хулин çуралнă кунне халалласа августăн 15-мĕшĕнче «Тарават Чăваш Ен» фестиваль йĕркелерĕç. Кăçал гастрономи уявĕ онлайн йĕркепе иртрĕ.
Пĕрремĕш тапхăрта, августăн 10-мĕшĕнчен пуçласа 13-мĕшĕччен фестивале хутшăнакансем тÿрĕ эфирта хăйсен наци апачĕсене хатĕрленĕ, ресторансен шеф-поварĕсем вара чăваш халăх апат-çимĕçне хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Виçĕ кун хушшинче кулинари эксперчĕсем апат-çимĕçсен тутине, мĕнле технологипе хатĕрленине тата вĕсен сăн-сăпачĕсене хакласа çĕнтерÿçĕсене палăртнă.
Гастрономи фестивалĕн финалĕнче 13 команда тупăшнă. Çак шутра — Пермь тăрăхĕн, Чечен Республикин тата Санкт-Петербург хулин кулинари ушкă-нĕсем. Вĕсем пурте наци кухнин апат-çимĕçне хатĕрленĕ. Кашни ушкăн, паллах, чунтан тăрăшнă, апата тĕрлĕ тĕслĕ тата хăйне евĕрлĕ пĕçернĕ. Пĕтĕм тĕнчери шеф-поварсем чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ тивĕçлĕ шайра пулнине палăртнă.
Фестивалĕн хисеплĕ хăнисем РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ тата Чăваш Ен халăх артисчĕ Станислав Садальский, Украина тата Раççей композиторĕ Игорь Демарин юрăç пулнă.
«Тараватлă Чăваш Ен» фестивале районти райпо маçтăрĕсем: Комсомольски райповĕн «Комбинат питания» ООО директорĕ Н.Ульдина, «Кĕтне» кафен поварĕ А.Зарипова тата «Трактир» кафере тăрăшакан И.Юнусова хутшăннă. Пирĕн район чысне хÿтĕлекенсен сĕтелĕ аш-какайран хатĕрленĕ техĕмлĕ апат-çимĕçпе «йăтăнса анас пек» ларнă.
— Сурăх ашĕнчен эпир чăваш халăхĕ мĕн авалтан пĕçерекен шăрттан хатĕрлерĕмĕр. Шăрттан хăнасене кĕтсе илнĕ чух сĕтел çинче чи хисеплĕ вырăн ахальтен йышăнмасть. Çавăн пекех, кĕтмел соусĕнчи сурăхăн аяк пĕрчисем, кĕрпе тата аш-какай тултарнă тултармăш, юн кăлпассийĕ янтăларăмăр, пăрçапа тата паланпа сысна урисем, сăрапа маринадланă рулька пĕçертĕмĕр, — каласа парать фестивальтен савăк кăмăлпа таврăннă Н.Ульдина.
Аш-какайĕнчен хатĕрленĕ апатсăр пуçне кавăнпа тулă пăтти, сухан нимĕрĕ, тăпăрчăпа çăмартаран — чăкăт, турăх, йÿçĕтнĕ пан улми, купăста, хуплу, палан кукли те уяв сĕтелне тата та пуянрах кăтартнă. Аякранах курăнакан «Чăваш автономине 100 çул» тесе çырнă пысăк кĕнеке евĕр бисквит торчĕ вара пурин кăмăлне те кайнă.
— Каçал тăрăхĕ «Кĕтне» юхан шыв хĕрринче вырнаçнăран Комсомольски райповĕн ĕçченĕсен ушкăнĕ «Кубняночка» ятпа жюри умне тухрĕ. Чăваш тумĕ тăхăнса мĕн авалтан йăхран-йăха куçса пыракан чăваш апат-çимĕçĕсемпе тулли те кăсăклă паллаштарчĕ. Фестивале çав тери хавхаланса кайса килтĕмĕр. Хамăрăн тутлă апат-çимĕçпе паллаштарни çеç мар, ыттисен паха опычĕпе паллашни те мĕне тăрать! — тесе каласа пачĕ райпо правленийĕн председателĕ Людмила Сорокина.
Палăртса хăвармалла, республикăри «Чăвашпотребсоюз» организацирен пурĕ 4 ушкăн хутшăннă. Çак йышра пирĕн районти райпо ĕçченĕсем те. Комсомольски райповĕн «Комбинат питания» ООО «Тараватлă Чăваш Ен» фестивальте «Чи-чи нацилле» номинацире Диплома тивĕçнĕ. Палăртса хăвармалла, кăçал вĕсем çак уява иккĕмĕш хут хутшăнаççĕ. 2019 çулта фестивальте иккĕмĕш вырăн йышăннă пулнă.
А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *