Пятница, 19 апреля

Ял хуçалăх министрĕ районта пулчĕ

Августăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ визитпа районта пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Канашлăва хутшăннисем 2020 — 2025 çулсене валли хатĕрленĕ Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине сÿтсе яврĕç. Тĕп тема республикăри агропромышленноç комплексĕн тата районти хуçалăхсен ĕç-хĕлне, йывăрлăхĕсене, малашне аталанмалли мелсене пăхса тухасси пулчĕ.
Сергей Артамонов республикăри ял хуçалăхĕн тата ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн патшалăх программине пурнăçласси çинчен каланă май агропромышленноç комплексне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли программăн çул-йĕрĕ çине тимлĕх уйăрчĕ. Вăл ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене пулăшас тĕллевпе тăвакан ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ведомство министрĕ ял хуçалăх производствине интенсификацилес тĕллевпе кашни гектарăн тухăçлăхне ÿстермеллине палăртрĕ. Çакна валли ятарлă ĕçсем пурнăçламалла: усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртмелле, биологизаци, мелиораци, цифровизаци тумалла.
Министр районти çынсем пурăнакан вырăнсен социаллă инфраструктурине аталантарма пулăшакан «Инициативлă бюджетировани» проекта хастар хутшăннине палăртса хăварчĕ. Çавăн пекех вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ялта ĕçлесе пурăнакан çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çăмăллăхлă ипотека кредичĕсен программи çинчен халăха тĕплĕнрех ăнлантарса пама чĕнсе каларĕ.
Сергей Артамонов ял хуçалăхĕн тата ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн патшалăх программине пурнăçлани ял тăрăхĕсене малалла аталанма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тата ял çыннисене пурăнма хăтлă условисем туса пама май пани çинче те чарăнса тăчĕ.
Канашлăва хутшăннисен ыйтăвĕсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Министр пур ыйту çине те хурав пама тăрăшрĕ, вырăна çитсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарчĕ.
Александр Осипов Комсомольски районĕн социаллă тата экономика аталанăвĕн комплекслă 5 çуллăха хатĕрленĕ программи çинче чарăнса тăчĕ. Асăннă тапхăрта районта инфраструктура тытăмĕнче 42 проект пурнăçламалла. Çак проектсене 1227,65 млн тенкĕлĕх финансламалла. Çав шутран 399,25 млн тенкĕ укçана федераци уйăрса парать, 828,4 млн тенкĕ укçа пĕрлештернĕ бюджет шутĕнчен пулать. 9 коммерци проекчĕ валли предпринимательлĕх ĕç-хĕлĕн тата тупăш паракан ытти ĕçсен шутĕнчен 217 млн тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрĕç.
Тĕп вырăн йышăнакан проектсенчен пĕри — машинăсем çÿремелли çулсене сарасси, çĕнетесси, тĕпрен юсасси, çул хĕррипе тротуарсем тăвасси.
Районта ял хуçалăх сфери тĕп вырăн йышăнать. АПК предприятийĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарас енĕпе ĕçлекен федераци тата республика программисене хастар хутшăнаççĕ. Кăçал районта 350 пуç усрамалли фермăсем тăвассипе тата модернизацилессипе 26,4 млн тенкĕлĕх 3 проект пурнăçланать.
2019 çулта ведомствăн тĕллевлĕ «Ĕçлеме пуçлакан фермерсене пулăшасси» программăри конкурса хутшăнса ĕçлеме пуçлакан 4 фермер пĕтĕмĕшле 11,6 млн тенкĕ гранта, «Çемье фермисене аталантарасси» программăпа 3 фермер пĕтĕмĕшле 29,6 млн тенкĕ гранта тивĕçнĕ.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕренÿ, культура, спорт сферисене, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха, экологи тата ытти отрасльсене пырса тивекен проектсемпе плансене те район аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, муниципалитетсене аталантарас ĕçре социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçа кĕртни район аталанăвне вăй кĕртет, пурнăç условийĕсене лайăхлатма май парать.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *