Пятница, 13 декабря

Ялсене илем кĕртеççĕ

Ялсене илем кĕртеççĕ

Кашни ял-саларах унта пурăнакансене пăшăрхантаракан çитменлĕхсем, темиçе çул хăйсен черетне кĕтекен татса памалли ыйтусем, кăмăлсăрлантаракан самантсем пурах. Пурте пĕрле пуçтарăнса çак ыйтусене сÿтсе явсан, пĕр шухăш патне тухса çанă тавăрса ĕçе пикенсен çеç çак йывăрлăхсене çĕнтерме пулать. Тĕрлĕ ялсенче пурăнакансене ача-пăча лапамĕ, спорт площадки çукки кăмăлсăрлантарать, уйрăм вырăнсене хăтлăх кĕртесси, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕнетсе тирпей-илем кÿресси çине те ял çыннисем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакăн евĕр ыйтусене татса пама пулăшать те шăпах юбилей çулталăкĕ ячĕпе уйăрнă 100-шер пин тенкĕ.
РФ Конституцине улшăнусем кĕртессипе сасăлав пынă чухне ялсенче пурăнакансем çак уйăрнă укçапа мĕн тăвассине те палăртрĕç. Районĕпе илес пулсан, чылайăшĕ ачасене выляма ятарлă лапамсем тата спорт площадкисем тăвас шухăшлă. Ял ячĕсене кăтартакан стелăсемпе вăрçă паттăрĕсене асăнса лартакан палăксем вырнаçтарас текенсем те йышлă. Çавăн пекех уйăрнă укçа-тенке ял тăрăхне хăтлăх кĕртме ярас текенсем те пур. Ку проектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне халăхран укçа пухмаççĕ.
Район центрĕсемпе хуласене валли юбилей çулталăкĕ ячĕпе уйăракан укçана уйрăммăн палăртаççĕ. Çакна валли вĕсенче миçе çын пурăннине шута илеççĕ.
Любовь ПОЛЯКОВА,
Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Пирĕн ял тăрăхне пурĕ çын пурăнакан 8 ял-сала кĕрет. Вĕсенчен кашни валли 100-шер пин тенкĕ укçа уйăрнине палăртма питĕ кăмăллă. Çак укçа ял тăрăхне илем кĕртме, хăтлăлатма пулăшни каламасăрах паллă. Ăна ăçта ярассине малтанах ял çыннисемпе канашласа палăртрăмăр, проектсем хатĕрлерĕмĕр. Çапла вара Александровка, Ахмет ялĕсенче тата Луцки салинче ял ятне çырнă стелăсем вырнаçтарăпăр. Хальлĕхе вĕсене хатĕрлесе пĕтереймен-ха. Çĕнĕ Сĕнтĕрте, Хырай Ĕнелĕнче тата Кивĕ Сĕнтĕрте — спорт площадкисем, Киров поселокĕнче ача-пăча площадки пулĕç. Вĕсене туяннă та ĕнтĕ, вырнаçтарса лартмалли çеç юлнă. Çĕнĕ Александровка ялĕнче вара урамсене çутăпа тивĕçтерĕпĕр. Ку енĕпе подряд организацине тупнă, çывăх вăхăтра вăл ĕçе пикенĕ. Уйăрнă укçа пысăках мар пулин те, ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме çул уçать. Республика ертÿçисем пĕчĕк ялсенче пурăнакансем çинчен те манманни, паллах, кăмăла çĕклет, ырă улшăнусем патне малалла талпăнма хавхалантарать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *