Ăстаçă аллинче тимĕре те чун кĕрет

Ăстаçă аллинче тимĕре те чун кĕрет

Ача чухне, аслисем асăрхаттарсан та, сварка тунă вăхăтра сирпĕнекен вут-хĕме сăнама чылайăшĕ юратнă пулĕ. Темле асамлă вăй куç пăвать тейĕн. Чунсăр, сивĕ тимĕр ăстаçă аллинче пластилин евĕр тем тĕрлĕ формăсем йышăнни чăннипех те тĕлĕнтермĕш мар-и? Мĕнлерех хитре эрешсем тĕрĕленеççĕ, çĕввисем çыпăçуллă пулаççĕ профессионал аллинче. Хытă, алă вĕççĕн авайман, итлеттереймен материалтан хÿхĕм илемлĕх тĕнчи çурални чăннипех те асамлă. Нумай чухне куракан хитрелĕх сварщикĕн çăмăл мар ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулнине вара эпир пуçа илместпĕр. Сварщик — чăн-чăн арçынсен профессийĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ăна суйласа илекенсем чăтăмлăхпа, ĕçченлĕхпе, кăмăл çирĕплĕхĕпе, ĕçе типтерлĕ пурнăçланипе палăрса тăраççĕ.
Хирти Мăнтăрта профессине чун туртăмĕпе суйласа илнĕ сварщик — Владимир Максимов пурăнать. Иртсе çÿренĕ чухне ăна сварка аппарачĕпе электродран хĕм сирпĕтсе тем ăсталанине курсан мана яланах вăл мĕн çĕнни ăсталани кăсăклантарать. Сварщик пулнă май тимĕртен ăсталанă илемлĕ усăллă япаласем çемье хуçалăхĕнче нумай. Вĕсем килен-каяна хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртеççĕ.
Владимир сварщик профессине Шупашкарти 19-мĕш профессипе техника училищинче алла илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан виçĕ яла пĕрлештерсе тăракан «Знамя» колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Колхоз саланса кайсан тăван ялти «Турхан» ЯХПКра вăй хунă. Хыççăн «Кооператора» куçнă. Унăн сварщикре вăй хунă ĕç стажĕ 20 çул ытла. Халĕ Владимир, 2012 çултанпа, «Слава картофелю» агрофирмăра хуралçăра тăрăшать. Вăл ĕçрен килне таврăнсанах мастерскойне васкать. Канмалли кун вара яра кунах унта тăрмашать.
Тимĕртен тытнă карта е хапха килĕштерекенсене Владимир хаваспах пулăшать. Унсăр пуçне эрешленĕ саксем, беседкăсем, чечек савăчĕсем лартмалли подставкăсем тата ытти япаласем те ăсталать маçтăр. Вăл пĕр тимĕр татăкне те сая ямасть — пĕтĕмпех ĕçе кĕртет. Эпĕ пынă чухне Владимир техĕмлĕ шашлăк пĕçермелли мангал тума пикеннĕччĕ. Юнашарах ана çине кайма хатĕр севок çавăрттармалли параппан ларать. Чăннипех те маçтăр пĕр самант та ĕçсĕр ÿркенсе лармасть, унăн ылтăн аллисем канăçа пĕлмеççĕ.
— Тимĕртен тĕрлĕ япаласем ăсталанă чухне чун киленсе юрлать. Юрри вара çĕнĕ шухăшсем çуратать. Интернетра та пĕрмаях мĕн те пулин ăсталамалли модельсем шыратăп. Унтан çĕнĕ идейăна ăша хыватăп, ăсталама шут тытнă япалан сăнарне ÿкеретĕп, чĕре витĕр кăларатăп та мĕнлерех мелпе тумаллине суйлатăп. Вара ăсталама пикенетĕп. Ĕç кăлтăксăр тикĕс ăнса пыни кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Кил-çуртра, хуçалăхра усăллă çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем тăвас килет, — тет Владимир.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *