Пятница, 26 апреля

Шкул автобусĕсем вĕренÿ çулне хатĕр

Шкул автобусĕсем вĕренÿ çулне хатĕр

Августăн 21-мĕшĕнче районти ачасене турттаракан шкул автобусĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Кăçал районти 44 ялти 651 вĕренекене 14 шкул автобусĕ турттарĕ.
Ачасене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса турттарасси, кирлĕ документсем пурри тата техника юсавлăхĕ тĕрĕслевре тĕп вырăн йышăнчĕç. Кашни автобус патнех социаллă педагог çирĕплетнĕ, вĕренекенсем ятарлă инструктаж илеççĕ. Ачасене автобус çинчи ĕç стажĕ виçĕ çултан кая мар опытлă водительсем турттараççĕ. Вĕсемпе ДОСААФ-ăн районти пайĕнче çулленхи хатĕрленĕве ирттернĕ. Çавăн пекех водительсем рейса тухиччен те, хыççăн та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине йĕркеленĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *