Четверг, 25 апреля

Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ăнса пулнă

Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ăнса пулнă

Çуркунне акнă вăрă шăтасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Шăтса тухсан апатлантарас, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран упрас шухăш пуçланать. Кĕр енне кайсан тухăçа тăкаксăр пуçтарса кĕртесси, пайталлă вырнаçтарасси тĕп вырăн йышăнать. Унсăр пуçне тата çитес çул пуян тухăç туса илес тесе кăçалах тăрăшма пикенмелле. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн специалисчĕсем «Комсомольские овощи» агрофирмăн пахча-çимĕç акнă анисем çинчи ĕç-пуçпа паллашрĕç.
Агрофирмăра хĕрлĕ чĕкĕнтĕре кăларма пикеннĕ. «Комсомольские овощи» ООО директорĕн çумĕ Василий Андреев каланă тăрăх унăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 350 центнерпа танлашмалла. Хуçалăх лайăх упранакан тата сутма юрăхлă «Камаро F1» хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сортне çитĕнтернĕ.
Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ани çинче вăтăр çын пĕр сменăпа ĕçлет. Тухăçа суйласа кăларса, хиртех сеткăсем çине тултарса, çийĕнчех трактор çине тиесе пахча-çимĕç складне турттараççĕ. Пуçтарса кĕртнĕ продукци Самар, Ульяновск облаçĕсене тата Чăваш Республикинче сутăнать.
«Комсомоль-ские овощи» агрофирма продукцине туса илес тата упрас ĕçре технологи аталанăвĕпе тан утать, çĕнĕлĕхсемпе вырăнлă усă курать. Паллах, хуçалăхра технологи çĕнĕлĕхĕсемпе усă курни ĕç тухăçлăхне ÿстерет, продукцие упрассине лайăхлатать тата специалистсен ĕç-хĕлне те çăмăллатать. Сăмах май каласан, эпир çитсе курнă кишĕр уйĕ çинче метеостанци вырнаçтарнă. Çакă специалистсене хире тухмасăрах ана çинчи çĕр тата сывлăш нÿрĕклĕхне пĕлсе малашнехи ĕçе планласа пурнăçлама май парать.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *