Воскресенье, 28 апреля

Паттăрсем асра упранччăр

Паттăрсем асра упранччăр

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ… Аслă Çĕнтерÿ кунĕ… Çак кун пирĕнтен çулран-çул аякка кайса пырать. Апла пулин те, мĕнле хакпа Çĕнтерÿ туптаннине эпир халĕ те асра тытатпăр, асатте-мăнасаттесен паттăрлăхĕ çинчен хамăрăн ачасене каласа паратпăр, вĕсен орден-медалĕсене кăтартса пулас ăрусене те пирĕн халăхăн историне асра тытма халаллатпăр.

 

Вăрçă никама та шеллемен, кашни çемье çак юнлă çулсенче çухату тÿснĕ. Акă, Хирти Мăрат ялĕнчен 69 çын вăрçă хирĕнче выртса юлнă, тăван яла çĕнтерÿпе чĕрĕ-сывă таврăнма шăпи пÿрмен вĕсене. Шăпах çак паттăр салтаксене асăнса çак кунсенче ял варринче «Хирти Мăрат паттăрĕсене…» ятлă обелиск уçнă. 69 салтакăн ячĕ-хушамачĕ çак обелиск çинче ĕмĕрлĕх çырăннă.

Обелиск тăвас шухăша чи малтанах çак ялта çуралса ÿснĕ Вячеслав Степанов сĕннĕ. Унăн сĕнĕвне ял çыннисем ырланă май часах ĕç пуçланнă. «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров тата отставкăри полковник Миндрафик Гадельянов çак сăваплă ĕç валли укçа-тенкĕ парса пулăшнă, ял çыннисем те май килнĕ таран пулăшу кÿнĕ. 

Обелиска савăнăçлă лару-тăрура уçма Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕн аслă пулăшуçи Герольд Серебров, Хирти Явăш тĕп шкулĕн директорĕ Николай Ильин, отставкăри полковник Миндрафик Гадельянов, ял çыннисем, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен ачисемпе мăнукĕсем пуçтарăннă. 

«Палăк уçни —  ялшăн çеç мар, районшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ку вăрçăра пуçĕсене хунисене асра тытнисĕр пуçне çамрăк ăрушăн мухтавпа паттăрлăх урокĕ пулса тăрать. Пирĕн тата пулас ăрусен тивĕçĕ — вăрçа, ун вăхăтĕн-чи çухатусене халăх асĕнче упраса хăварасси. Ентешсен паттăрлăхне, хăюлăхне, çирĕплĕхне пирĕн манма юрамасть», — палăртнă Герольд Серебров мероприятие хутшăнса.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *