Четверг, 25 апреля

Контейнерсене темĕн те тултараççĕ

Контейнерсене темĕн те тултараççĕ

Хальхи вăхăтра çÿп-çап ăçта килнĕ унта выртни сахалрах курăнать.  Çакă пĕтĕмпех  хыт каяшсене вăхăтра турттарса тухнипе çыхăннах ĕнтĕ.  «Экоцентр»  МВК  контейнерсене палăртнă графикпа тиесе тухать, анчах та тепĕр чухне вара контейнерсем тулса кайнине тата вĕсем тавра темĕн те выртнине асăрхама тивет.

Çынсем асăннă контейнерсене тăтăшах   вилнĕ кайăк-кĕшĕк, пуснă выльăх каяшĕсем тултарма пуçларĕç. «Уншăн укçа тÿлетпĕр, çавăнпа та мĕн-пур çÿп-çапа çакăнта пăрахатпăр», —  текенсем те сахал мар. Анчах та хăш-пĕр ăпăр-тапăрсене çунтарма, курăка выльăха çитерме, навус çине пăрахма пулать-çке. Картиш шăлса пуçтарнă   тăпрапа хутăш çÿп-çапа, çумланă курăксене, туратсене пурне те контейнерсем патне йăтаççĕ. Çакă вара тĕрĕсех-ши; Эпир, ватăсем,   курăксене, çÿпсене навус купи çине пăрахнă та, пăрахатпăр та. Туратсене мунча кăмакинче  çунтарма та пулать. Ещĕксене пушатса кăна каяççĕ, кĕске хушăрах  тултарса хума та ĕлкĕреççĕ. Çакна ытларах пĕр çынсемех тăваççĕ. Таврара тирпей-илем хуçаланни хамăр сывлăхшăн вĕт-ха, кил-картишĕнче тасатса ытти çĕрте варалар мар.  Çакна пирĕн тăрăхра та ăнланса илессе шанатăп.

Редакцие килнĕ çыруран.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *