Суббота, 27 апреля

Олег Николаев вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕ

Олег Николаев вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕ

Августăн 18-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ.  Ĕçлĕ делегаци чи малтанах Гульнара Минсаидовна  Хайртдинован фермер хуçалăхĕ тирпейлесе хатĕрлекен сĕт-çу продукцийĕн производствипе паллашрĕ. Комбинатăн   кулленхи  ĕçĕ-хĕлĕ çинчен  Минсихат     Хайртдинов тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

—  Тутлă та техĕмлĕ продукци хатĕрлеме  пахалăхлă сĕт кирлĕ.  Сĕте вырăнти тата кÿршĕ районсенчи  ял хуçалăх предприятийĕсенчен, уйрăм хуçалăхсенчен, уйрăм предпринимательсенчен туянатпăр. Чи малтанах продукци ассортименчĕ пысăках пулман. Халĕ вара вăй илсе пынă май  ассортимента пысăклататпăр, сĕтрен çĕнĕрен те çĕнĕ продуктсем  хатĕрлетпĕр. Ĕçченсем çителĕклĕ, пурлăхпа техника бази пуян. Ĕçлетпĕр, —  пĕлтерчĕ Минсихат Аминубаевич. 

Районта, республикăра  вĕсем хатĕрлекен сĕт-çу продукцине «Комсомольский» ятпа лайăх пĕлеççĕ. Çакăнта тÿрех палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ, сĕт-çу комбинатĕнче паянхи кун 34 тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Ахальтен мар вĕсем талăкра 300 тонна сĕт  ĕçе кĕртеççĕ. Хатĕр продукцие районта, республикăра сутнисĕр пуçне, Чулхула облаçне, Тутарстан республикине ăсатаççĕ.

Олег Николаев районта çакăн йышши сĕт-çу комбиначĕ вăй илме пултарнине ырларĕ. Пĕрремĕшĕнчен, ялта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем пур, иккĕмĕшĕнчен, ял хуçалăх предприятийĕсем сĕте вырăнтах вырнаçтараççĕ, виççĕмĕшĕнчен,  комбинат паха продукци хатĕрлени           куç кĕрет.  Чăваш Енре пурăнакансем хамăр продукцие хапăлласах йышăнни те паха.

Район центрĕнчи парка çĕнетес енĕпе  «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа  килĕшÿллĕн пысăк ĕçсем тума тытăннă. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Олег Николаева тулли проектпа паллаштарчĕ. Проекта пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсессĕн кунта уçăлса çÿреме, вăхăта усăллă ирттерме  питĕ лайăх пулĕ.

Çак кун парк çумĕнче вырнаçтарнă «Танк-80» палăка та савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ăна района кÿрсе килнĕренпе  вăхăт самаях иртрĕ. Çак вăхăтра танка сăрласа çĕнĕ сăн кĕртрĕç, ун тавра брусчатка сарчĕç тата ытти ĕçсене те пурнăçларĕç. 

Олег Николаев района килсе çитнĕ май ял çыннисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсене хумхантаракан  ыйтусемпе кăсăкланчĕ. Чăннипех те ялта пурăнакан çынсем канăçсăрлантаракан ыйтупа ял тăрăхĕн администрацине васкаççĕ. Акă, Чĕчкен ял тăрăхĕнче пурăнакансем  шкул çулне çитмен ачасене çÿремелли  вырăнти  вăхăтлăх  ушкăна  кунĕпех ĕçлемелле тăвасшăн.  Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев  кашни яла    хăтлăх кĕртме 100 пин тенкĕ парса пулăшнишĕн тав турĕ. «Районти  54  ял 100 пин тенкĕпе туллин усă курать. Чылайăшĕ стела вырнаçтарать, теприсем ача-пăча площадкисем тăваççĕ тата вырăнти      палăксене çĕнетекенсем те пур. Эпир шăпах Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă çынсен      ячĕсемпе хушамачĕсене çырнă  палăк вырнаçтарасшăн.   100 пин тенкĕ укçапа   мĕнле усă курассине ял çыннисемпе  канашласа палăртнă», —  пĕлтерчĕ Геннадий Герольдович. Унпа пĕрлех    ял   çыннисене кашни ĕне  пуçне   субсиди парса пулăшни те пĕлтерĕшлине палăртса хăварчĕ Геннадий Ракчеев:

— Паянхи куна ĕне усракан  ял çыннисен 90 ытла проценчĕ çак субсидие тивĕçнĕ.  Вĕсем çакăн  йышши пулăшу çулсеренех пулсассăн аванччĕ теççĕ.

Чăннипех те ял çыннисене, уйрăмах çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ йÿнелнĕ чухне, пулăшу кÿни савăнтарать.

Патшалăх пулăшăвĕ ял çыннине  килти хушма хуçалăхра  ытларах  ĕне тытма хавхалантарать те.  Ĕне ялта пурăнакансемшĕн яланах  тупăш çăлкуçĕ пулнă.

 

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *