Пурнăç урапи кăлтăртатса куснă май çул хыççăн çул иртни те сисĕнмест. Çуркунне хыççăн çулла, унтан кĕркунне çитет. Çын ĕмĕрĕнче те çул хыççăн çул хушăнса пынине асăрхаймастăн та — хисеплĕ ватлăх çитет. Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Мария Максимова 9 теçетке çула хыçа хăварса çак кунсенче юбилей кĕрекине ларчĕ.
Мария Прокопьевна 1930 çулта çирĕп хресчен çемйинче çуралнă. Вăл 4 çул тултарсан ашшĕне кулак тесе Новосибирск облаçне 10 çуллăха лагере ăсатнă. Хуралтăсене пăсса колхоз валли илсе кайнă, пÿртне ачисем пĕчĕк тесе тĕкĕнмен. «Атте тухса кайнă чухне турăш умне тăрса сăхсăхса тухса кайрĕ. Анне: «Килеймест ĕнтĕ вăл», — терĕ. Çапах та атте 10 çултан таврăнчĕ, чылай çул колхозра тăрăшса ĕçлерĕ»,— аса илет кинемей.
Вăрçă пуçлансан унăн Николай тетĕшне салтака ăсатнă. Килти хуçалăхри ĕçсем пĕтĕмпех аппăшĕсемпе Мария çине тиеннĕ. Шкул вăхăтĕнче тăван колхоза ĕçлесе пулăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн ăна «Ĕçпе тыл ветеранĕ» ята панă. Хĕр шутне кĕрсен ял хĕрĕсемпе вербовкăпа Мускава тухса кайнă. Унта вăл çулталăк ытла стройкăра тăрăшнă. Тен, Мускав çынниех пулса каятчĕ, анчах тетĕшĕ вăрçă пуçланас хăрушлăх пур тесе яла килме хистенĕ.
1953 çулта Мария Прокопьевна Нĕркеç каччипе Аркадий Максимович Максимовпа çемье çавăрнă. Вĕсем 5 ывăлпа 1 хĕре тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Колхозра ĕçлесе ачасене аслă пĕлÿ илтерме çăмăлах пулман. Укçи-тенкине çитерсе пырас тесе Маня аппа килте кирпĕч çапса сутнă. Сутса тунă укçипе йывăç çурт лартма кÿршĕ районтан пĕренесем туяннă. Çав вăхăтрах артельте те йывăр ĕçре тăрăшнă. Каярахпа пахча бригадинче ĕçлеме пикеннĕ, лайăх кăтартусемшĕн ăна хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та Мария Прокопьевна ĕçри юлташĕсемпе пĕрле тăван колхозра вăй хунă. Шаннă ĕçе тĕплĕн тата вăхăтра тунă вăл, çавăнпах ăна ял çыннисем хисеплеççĕ.
Халĕ те Маня аппа, 90 çула çитнĕ пулсан та, килти ĕçсене тума пулăшать. Апат пĕçерме, чăххи-чĕпписене тăрантарма вăл яланах хатĕр.
Мария Прокопьевна ĕçре çитĕнÿсем тунипе çеç мар, ачисемпе те савăнса пурăнать. Вĕсенчен кашниех пĕлÿ илсе чуна çывăх професси суйланă, çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Петя ывăлĕ 45 çула яхăн пĕр вырăнта — Шупашкарти агрегат заводĕнче фрезеровщик пулса ĕçлет. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Мăшăрĕпе вĕсем 3 ача пăхса ÿстернĕ. Николай пурнăçне вĕренÿ тытăмĕпе çыхăнтарнă, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ хыççăн тăван районта учительте, шкул директорĕн çумĕнче, директорта, парти райкомĕнче ĕçленĕ. 19 çул район администрацийĕн вĕренÿ пайне ертсе пынă. Вăл Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Паянхи кун вăл тивĕçлĕ канура, Комсомольскинче пурăнать. Василий те тетĕшĕ пек, учитель ĕçне суйласа илнĕ. Нумай çул Нĕркеç вăтам шкулĕнче учительте, шкул директорĕнче ĕçлесе пенсие тухнă. Геннадий — журналист, çыравçă, нумай çул «Хыпар» хаçатра вăй хурать. Вăл «Сталин грамоти», «Çĕрĕллĕ хура кушак», «Танец в ночи», «Вăхăта парăнман юрату», «Загубленный рай» кĕнекесен авторĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Елена хĕрĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» комбинатра 33 çул аппаратчик пулса ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Юрий çемйипе тĕп килте амăшĕпе пĕрле пурăнать. Вăл ялти шкулта директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать.
– Ачамсем вĕренсе тухса пурнăçра хăйсен вырăнне тупни, ĕçĕсемпе çын хушшинче хисепе тивĕçни мана питĕ савăнтарать. Мăнукăмсем те, мăнмăнуксем те Максимовсен ятне çÿлте тытасса шанатăп, — тет ăшшăн кинемей.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.