Суббота, 27 апреля

Кантăкран ÿкнĕ

Кантăкран ÿкнĕ

Кăçал Чăваш Енре июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа   августăн 10 -мĕшĕ тĕлне   11 ача чÿречерен тухса ÿкнĕ. Çав шутра виççĕшĕ вилнĕ.  Инкексем Çĕрпÿ, Муркаш, Куславкка районĕсенче, Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пулнă.

 

Канаш хулинче икĕ çулти ача 8-мĕш хутри хваттерти чÿречерен тухса ÿкни вилĕмпе вĕçленнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, арçын ача пÿлĕмре пĕчченех юлнă. Чаракан çуккипе усă курса вăл чÿрече янахĕ çине хăпарнă. Ахăртнех, урамра мĕн пулса иртнине сăнасшăн пулнă. Анчах тытăнса тăрайман, ÿкнĕ. Йывăр аманнăскере çийĕнчех больницăна ăсатнă. Шел, тухтăрсем те çăлайман, пĕчĕкскер пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Инкеке тĕпчеççĕ.

Тепĕр инкек вара августăн 7-мĕшĕнче сиксе тухнă. Шупашкарти Талвир урамĕнчи пĕр çуртра 9-мĕш хутри хваттер чÿречинчен 3 çулти ача тухса ÿкнĕ. Тĕпчев палăртнă тăрăх, ача хваттерте амăшĕпе, асламăшĕпе пулнă. Инкек вăхăтĕнче аслисем тепĕр пÿлĕме тухнă-мĕн. Чÿрече янахĕ çине  хăпаракан ачана чаракан, инкеке сирсе яракан юнашар пулман.

Право органĕ ашшĕ-амăшне, аслисене çу кунĕсенче уйрăмах асăрхануллă пулмаллине, чÿречесене уçнă вăхăтра кĕçĕн çулти ачасене хăйсем тĕллĕн хăварма юраманнине асăрхаттарать.

Р.ЖУКОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *