Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 21-мĕшĕ тĕлне районти ЯХПКсем, колхозсем тата хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем пурĕ 6019 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ.

 Çав шутра «Слава картофелю» агрофирмăра — 590 гектар, «Луч» ЯХПКра —  508 гектар, «Дружба» ЯХПКра —  435 гектар, «Труд» ЯХПКра  434 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă.  Пурĕ 19333,4 тонна тыр-пул пÿлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 32,1 центнерпа танлашнă. 

«Комсомольские овощи» агрофирмăра пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртес ĕçе пикеннĕ, хальлĕхе 1 гектар çинчи хĕрлĕ кăшмана кăларса тирпейленĕ.

Çавăн пекех хуçалăхсем кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес енĕпе те малалла ĕçлеççĕ. Пурĕ 2635 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. 1057 гектар çĕр çинче çĕртме тунă.

К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *