Пятница, 19 апреля

Раççей чемпионатне кайма хатĕрленеççĕ

Раççей чемпионатне кайма хатĕрленеççĕ

Фидаил Рахимзянов Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçласан вĕренекенсен спортри кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Ялти çамрăксем те спорт ăмăртăвĕсене, тĕрлĕ турнирсене, чемпионатсене активлăрах хутшăнма пуçларĕç.

Уйрăмах волейбол, футбол турнирĕсенче çĕнтерÿçĕ ята алăран вĕçертес мар тесе Урмаелсем мĕн кирлине туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кашни спортсмен хăйĕн яваплăхне туйса спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине çĕнсе илнĕ кубоксем, дипломсем çирĕплетеççĕ. Наградисем вара туллиех, шучĕ çук тесен те тĕрĕс пулать. Ф. Рахимзянов тăрăшнипех шкул ачисем шашка, шахмат вăййисенче те хăйсен пултарулăхне лайăх енчен кăна кăтартса параççĕ. Халĕ Фидаил футбол командин тренерĕ. Ăмăртусене ?турнирсене/ «Урмаел» ?»Урмай»/ ятпа хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть çамрăксен команди Тутар Республикинчи Пăвара ?Буинск/ пулчĕ. Кунта ял  тăрăхĕсенчи спортсменсен футбол чемпионачĕ иртрĕ. Финалти вăйăра Комсомольскисем ?урмаелсем Тутарстанра район чысне хÿтĕлерĕç/ Пăвари çамрăксен спорт шкулĕн «Юность» командипе тупăшрĕç. Çак икĕ команда чемпионатри виççĕмĕш вырăншăн вăй виçрĕ. Вăйă пуçлансанах тапăнса выляни пирĕн спортсменсене пулăшрех. «Урмаел» Пăвасене 2:1 шутпа çĕнтерсе чемпионатăн виççĕмĕш призерĕ пулса тăчĕ. Çакă ăсталăх вăйăран-вăййа ÿссе пынине çирĕплетет те. Кунта, паллах, Ф. Рахимзяновăн тÿпи пысăк. Чемпионатри ăста футболистсене те наградăсăр хăвармарĕç. Акă, тапăнса вылякансенчен Ринат Рахимзяновăн хирĕç вылякан командăсен хапхине 10 мечĕк тапса кĕртсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Вăл — Фидаилăн ывăлĕ, районти газ участокĕнче мастерта тăрăшать.

Судьясем хÿтĕлекен футболиста,  «Урмаелĕн» спортсменне Расул Юмакова та палăртса хăварчĕç. Сăмах май,  асăннă чемпионатра 16 команда тупăшрĕ.

Августăн 21—23-мĕшĕсенче Мускавра Раççей мини-футбол ?6х6/ чемпионачĕ иртет. «Урмаел» команда аллинче унта хутшăнма йыхрав та пур. Халĕ спортсменсем çак чемпионатра кăтартуллă выляма тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Призерсен шутне кĕрессишĕн пĕтĕм ăсталăхпа выляма ăнăçу сунар вĕсене.

В. ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *