Пятница, 13 декабря

Вĕри апатпа тивĕçтерĕç

Вĕри апатпа тивĕçтерĕç

2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинчи шкулсенчи 1— 4-мĕш классенче вĕренекенсене кунне пĕр хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитерессине йĕркелеççĕ.

Пуçламăш классенче вĕренекенсем валли ятарласа  тĕрлĕ усăллă блюдăсенчен икĕ эрнелĕх меню хатĕрлеççĕ. Кунта чи малтанах апат-çимĕç пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх  уйăраççĕ. Шкул менюне хатĕрленĕ чухне çулталăк тапхăрне шута илеççĕ, çавăн пекех ачана йĕркеллĕ аталанса ÿсме кирлĕ талăкри  рационăн тутлăлăхне тĕпе хураççĕ.

Блюдăсене технологи карттисемпе килĕшÿллĕн хатĕрлеççĕ. Унта тĕп апат-çимĕçе тата кулинари изделийĕсене янтăланин рецептне тата технологине ятарласа палăртаççĕ.

Апат пахалăхне пĕтĕмĕшле вĕренÿ организацийĕн учредителĕ тата ашшĕ-амăшĕн комитечĕ тĕрĕслесе тăрĕç.

Хыпарсене Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *