Чăн-чăн профессионалсене ЧПУра хатĕрлеççĕ

Чăн-чăн профессионалсене ЧПУра хатĕрлеççĕ

Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме документсем памалли вăхăт вĕçленсе пырать. Абитуриентсем мĕншĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне суйлани çинчен пире вузăн ректорĕ Андрей Юрьевич Александров каласа пачĕ.

— Андрей Юрьевич, Чăваш патшалăх университечĕ — Чăваш Енри чи пысăк вузсенчен пĕри. Паянхи кун шкулсенчен тата техникумсенчен вĕренсе тухакансене эсир мĕнле специальноçсем сĕнетĕр;

— Пирĕн вузра 15 факультет, 110 вĕренÿ программи тата хушма вĕренĕвĕн 200 программи. Техника, гуманитари, çут çанталăк ăслăлăхĕсен тата творчество направленийĕсем студентсене кĕтеççĕ. ЧПУн йышăну комиссийĕн сайчĕ çинче

(https://abiturient.chuvsu.ru/) кашни факультет тата специальноç çинчен информаци пур.

— Панă заявленисен статистики мĕнлерех-ши; Вузра миçе бюджет вырăнĕ;

—  Статистикăна онлайн туса пыратпăр, унпа ЧПУн йышăну комиссийĕн сайтĕнче паллашма пулать. Пирĕн университет, ытти çулсенчи пекех, абитуриентсене питĕ кăсăклантарать. Паянхи куна 10 пин ытла заявлени йышăннă. Кăçал пирĕн пурĕ 1692 бюджет вырăнĕ, çав шутра 766 вырăн — техника факультечĕсенче. Заявленисене абитуриентăн харпăр хăй кабинечĕ е Раççей почти урлă йышăнатпăр. Енчен те эсир специальноç суйласа илме ĕлкĕреймен пулсан, йышăну комиссийĕн сайтĕнче пур факультет çинчен те вуласа пĕлме пултаратăр. Унта «360 градуслă экскурсисем», Уçă алăксен кунĕсене çыртарнисем, декансемпе ирттернĕ интервьюсем, çавăн пекех абитуриентăн харпăр хăй кабинетĕнче мĕнле ĕçлемеллине вĕрентекен видео пур. Августăн 18-мĕшĕччен унта пур документа та вырнаçтарса ĕлкĕрмелле. 

— Мĕнле факультетсем студентсене уйрăмах илĕртеççĕ;

— Медицина, экономика, юридици тата строительство факультечĕсене яланхи пекех нумай заявлени параççĕ. Техника специальноçĕсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Унтан вĕренсе тухакансем ĕçпе тивĕçтерекенсене питĕ кирлĕ. Çав шутра энергетика тата электротехника, информатикăпа шутлав техникин, радиоэлектроникăпа автоматика, управленипе социаллă технологисен, машиностроени факультечĕсем.

— Ют хуласемпе ялсенчен килекенсене ЧПУ общежити парать-и; Стипендисем пур-и;

— Бюджет вырăнĕсенче вĕренекенсене общежити паратпăр. Пирĕн 9 общежити, вĕсенчен ытларахăшĕ Студентсен хулинче вырнаçнă. Унта пурăннăшăн вăтамран уйăхра 700—800 тенкĕ тÿлемелле. Стипендисем студентсен хастарлăхĕнчен, мĕнле вĕреннинчен килеççĕ. Тĕслĕхрен, шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регион тата Раççей шайĕнчи тапхăрĕсенче çĕнтернисене пирĕн пата вĕренме кĕрсен 10 пин тенкĕ стипенди тÿлетпĕр. Хăш-пĕр  студентсем харăсах темиçе тĕрлĕ стипенди илсе тăраççĕ. Вĕ-        сен сумми 15 пин тенкĕне те çитет.

— Вĕренÿсĕр пуçне студе-нтсем мĕн тăваççĕ;

— Эпир хамăрăн студентсемшĕн тăрăшатпăр. Вĕсене валли пирĕн санатори-профилактори, университет клиники, спорт комплексĕ пур. Часах хамăрăн бассейн уçăлмалла. Пирĕн Культура çурчĕ те Атăлçири чи чаплисенчен пĕри. ЧПУра 40 ытла студентсен пĕрлешĕвĕ ĕçлет: спортпа ăслăлăхран пуçласа волонтерпа пултарулăх таран. Вĕсем çинчен йышăну комиссийĕн сайтĕнче «Команда ЧувГУ» пайра пĕлме пулать. Студентсем пĕтĕм Раççейри мероприятисене хутшăнаççĕ, урăх çĕршывсенче пĕлÿ илме грантсем çĕнсе илеççĕ. Партнер-предприятисем студентсене кĕçĕн курссенчен пуçласах практикăна йыхравлаççĕ, кайран вĕсене ĕçе илеççĕ. Кун пек       кадрсем теорие те, практикăна   та пĕлнипе уйрăмах хаклă.   Чылай выпускниксем иккĕ-      мĕш курсра чухнех ĕçе вырнаçаççĕ. 

— Дистанцилле çеç вĕренме май пур чухне сирĕн патра ăс пухни тата мĕнле   лайăх енсемпе палăрса тăрать;

— Пĕрремĕш, пирĕн студе-нтсем çÿллĕ шайра пĕлÿ илеççĕ. Иккĕмĕш, пандеми хăçан та пулин вĕçленет, вара вĕренме çÿремелле пулать. Кун пек чухне вĕренме аякка каймалла марри студентшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех пирĕн преподавательсем çинчен те манмалла мар. Вĕсем хăй-          сен ĕçне чунне парса пурнăçлаççĕ, студентсене чăн-чăн профессионалсем пулма пулăшаççĕ. 

 

Н.Калашникова хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code