Мăкăнь – наркотик

Мăкăнь – наркотик

Çăкăр-булка пĕçерекенсем мăкăнь вăррипе усă кураççĕ пулин те, ăна килте ÿстермелле маррине пурте пĕлмеççĕ.

Мăкăнь  пахчара ÿстернĕшĕн  административлă тата уголовлă майпа явап тытма пулать. Тепри мăкăне эпĕ акман, хăй шăтса тухнă тейĕ те, анчах çакă та яваплăхран хăтармасть. Пахчара ку культурăна пачах вырăн пулмалла мар.   Çавна май çак кунсенче эпир, полици ĕçченĕсем, «Мăкăнь» ятарлă операци ирттертĕмĕр. Августăн 3—7-мĕшĕсенче  рейда тухрăмăр,  асăннă культура ăçта çитĕнме пултарнине тĕрĕслерĕмĕр. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта пулмарĕç. Апла пулин те граждансене ыйтатпăр: мăкăнь çитĕнтерекенсене пĕлетĕр пулсассăн, тÿрех 8?8352/ 5-14-17 номерпа шăнкăравласа пĕлтерĕр. 

 

Уголовлă шырав ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *