Ултавран – пăрăн!

Ултавран – пăрăн!

Ултавçăн серепине лекес мар тесессĕн мĕн тумалла-ха; Паллах, чи малтан çав тери тимлĕ пулмалла. Палламан, курман çынсене ĕненмелле мар, телефонпа шăнкăравлакансене пушшех те. Акă юлашки вăхăтра шăнкăравласа тĕрлĕ майпа улталакансем çав тери нумайланнă.  Кун пирки тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Шăнкăравлакансем чи малтанах лайăх калаçаççĕ, банк представителĕ тесе пĕлтереççĕ, счет çинчи укçа-тенкĕсене упрама  сĕнеççĕ, вăхăтлăха урăх çĕре куçарса хума калаçтараççĕ. Çын  тÿрех хăраса ÿкет, хăй мĕн тунине ăнланмасăрах карта пин-кодне те калать, укçана та урăх счет çине çăмăллăнах куçарать. Кайран çеç ултав серепине лекнине ăнланать. Çавăнпа та  тимлĕрех пулăр! Кирек епле банкран шăнкăравласассăн та хăвăрăн даннăйсене ан пĕлтерĕр. Вĕсем яланах вăрттăнлăхра пулмалла.

Р.ЗАЙНУЛЛИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *