Тăрăшмасăр пĕлÿ пухăнмасть, теççĕ халăхра. Чăнах та ĕнтĕ, алă усса ларсан нимĕн те пулмасть, тăрăшнине кура вара ÿсĕмсем савăнтараççех. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Викентий Говоров мĕн пĕчĕкрен тăрăшулăхпа, çине тăма пĕлнипе палăрнă. Çавăнпах ĕнтĕ унăн çитĕнĕвĕсем ашшĕ-амăшне, асламăшне савăнмалăх пур. Пĕрремĕш класранпах пĕтĕм «пиллĕк» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынăскер, вăл шкула та ылтăн медальпе пĕтерчĕ.
Викентий пĕлÿ çуртне алăк уçса кĕрсенех числосен асамлă тĕнчипе интересленме пуçланă, математика урокне кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтнĕ, учитель каланисене тимлĕн итлесе ăша хывнă. Вăтам классене куçсан физика та ăна питĕ кăсăклантарнă. Шăпах çак предметсене шкул ачи тарăннăн вĕренме, уроксем вăхăтĕнче нумайрах çĕнни пĕлме тăрăшнă. Каччă пĕрре çеç мар вĕсемпе олимпиадăсене хутшăннă, район шайĕнче призерсен шутне кĕнĕ. Кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ «Электроника 4.0» пултарулăх конкурсĕ ирттернине пĕлсен Викентий тÿрех унта хутшăнма тĕв тунă, хăйне уйрăмах интереслентерекен тема суйласа илсе тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ, ăна çÿллĕ шайра хÿтĕлесе конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çавна май пултаруллă качча ЧПУн радиотехника факультетне вĕренме йыхравланă.
Ытти енсемпе иртекен конкурс-викторинăсене те каччă хаваспах хутшăнать. Яланах активлă пулни ăна тавракурăмне анлăлатма, нумай çĕнни пĕлме, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пулăшать.
В.Говоров вĕренÿсĕр пуçне хăйĕн чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупать. Вăл мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă, уйрăмах баскетбол вăййине кăмăллать. Шкул команди тĕрлĕ шайри ăмăртусене сахал мар хутшăннă, малти вырăнсене тивĕçнĕ. Шкулти «Идущие вперед» волонтерсен ушкăнĕнче тата «Молодая гвардия Единой России» ушкăнра та Викентий пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнă.
Нумаях пулмасть пысăк çитĕнÿсем тунă çамрăка «Килте вĕренме пулăш» социаллă программăпа килĕшÿллĕн ноутбук парса чысланă. Çакă каччăшăн кĕтмен парне пулса тăнă. Çывăх вăхăтра аслă пĕлÿ илме планлакан çамрăка ноутбук, паллах, питĕ кирлĕ. «Ку парнешĕн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм. Пысăк тав пурне те», — пытармасть савăнăçне Викентий.
Ача лайăх вĕрентĕр, çитĕнÿсем тума пултартăр тесен, çемьере ăна хавхалантаракансем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. В.Говоровăн ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕ тĕпренчĕкĕсене яланах сĕнÿ-канашпа пулăшма, вĕсен пуçарăвĕсене сÿтсе явма хатĕр. Ашшĕ Димитрий Валерьевич Самаринăн фермер хуçалăхĕнче тăрăшать, амăшĕ Альбина Васильевна Комсомольски тĕп больницинче вăй хурать. Иккĕшĕ те вĕсем ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ, вĕсене пĕрре мар Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Туслă çемьере 3 ача çитĕнет. София та пиччĕшĕ пекех шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма тăрăшать. Аурика ача садне çÿрет.
«Кам пулма ĕмĕтленетĕн?» — ыйтмасăр чăтаймарăм тăрăшуллă çамрăкран. «Лайăх çын пулма. Мана асанне — Нина Терентьевна яланах çапла калать: «Чи кирли — лайăх çын пулни». Ун сăмахĕсене асра тытса эпĕ яланах малалла талпăнатăп, çывăх çынсен маншăн нихăçан та пите хĕретмелле ан пултăр тетĕп», — пулчĕ хурав.
Н.КАЛАШНИКОВА.