Уйсенче ĕç вĕрет — тыр-пул пÿлмене кĕрет

Уйсенче ĕç вĕрет — тыр-пул пÿлмене кĕрет

Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех çĕр ĕçченĕн ларса канма вăхăт çук. Тин кăна ака-суха ĕçĕсене вĕçлерĕмĕр, сисмесĕрех хирсем симĕсленчĕç, ун хыççăнах саралма та тытăнчĕç, кĕрхи культурăсем пиçсе çитрĕç. Çак кунсенче хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри вырмана тухрĕç.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче халĕ уйрăмах хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Иртнĕ эрнеренпех тырă пуссисенче «уй-хир карапĕсем» хуçаланаççĕ. Ĕçченсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма тытăннă. Пушаннă лаптăксем куллен пысăкланаççĕ. Кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15261,3 гектар йышăннă. Аграрисем пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ака-сухана вăхăтра ирттернĕ, вырмана та вăраха ямасăр пурнăçлас тĕллевлĕ вĕсем. Уяр çанталăкпа туллин усă курса юлма тăрăшаççĕ ял ĕçченĕсем, ир-ирех ĕçе кÿлĕнеççĕ те сĕм çĕрлечченех ывăннине пăхмасăр вăй хураççĕ.
Çакна ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене, колхозсене çитсе курнă май хам курса ĕнентĕм. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнă-вĕсен уйрăмĕн специалисчĕ К.Г.Гимальдинов çак кунсенче районти хуçалăхсенче пулчĕ, кăтартусемпе паллашрĕ, агрономсемпе кулленхи ĕç-хĕле сÿтсе яврĕ.
«Искра» колхоз вырмана иртнĕ эрнерех тухнă. Кунта тăрăшакансем халĕ çурхи урпана вырма пуçланă. Хирте икĕ комбайн: «Палессе» тата «Вектор». Вĕсемпе тар тăкакансем: А.А.Зайцев, С.М.Мартынов, А.С. Мартынов. С.Н.Белков улăма çийĕнчех пресласа пырать. Маттур та хастар водительсем: А.Г. Русаков, Н.Г.Кошкин тĕшĕленĕ урпана йĕтем çине турттараççĕ. Кунта илсе çитернĕ тĕш-тырра Ю.Н.Зайцевпа А.Д. Воробьев йышăнаççĕ. Паянхи куна колхоз ĕçченĕсем 90 гектар тĕш-тырра çапнă, 225 тонна кĕртме те ĕлкĕрнĕ. Хуçалăхра ĕç планĕ пысăк-ха. Татьяна Мартынова агроном пĕлтернĕ тăрăх, ĕçченсем çурхи урпана çапса тĕшĕленĕ хыççăн ытти уйсене кĕреççĕ. Унтан выльăх-чĕрлĕх валли силос хатĕрлемелле, çителĕклĕ сенаж хывмалла. Çуллахи кун çулталăк тăрантарнине асра тытса кану çинчен шутламалли те çук халĕ.
«Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ĕç кал-кал пырать. Кунта кĕрхи тырра çапаççĕ. Уй-хирте «Агрос», «Вектор» уй-хир карапĕсемпе çÿрекенсем: Н.С. Казаков, Р.Р. Ялаков, В.И. Долгов, А.А. Константинов, Ф.Ш. Тазетдинов, Е.В. Долгов. Вĕсем шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнăскерсем. Б.И. Иванов, В. Комиссаров, А. Абдуляхатов тырра хиртен кирлĕ вырăна илсе çитерес тесе кашни кунах çула тухаççĕ. Хуçалăхра хальлĕхе 200 гектар çинчи культурăсене çапнă, вĕсенчен 600 тонна тыр-пул тĕшĕлесе кĕртнĕ.
Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче çурхи урпана вырма тухнă. «КЗС-7″, «Палессе» комбайн çинче В.С.Фоминпа С.Н.Краснов ĕçлеççĕ. Халĕ комбайнсем хĕрсех «сарă ылтăна» вырса пуçтараççĕ. С.Г.Жуков, В.П.Зайцев трактористсем те ир-ирех ĕçе пуçăнаççĕ.
— Пирĕн тĕллев — çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра, тăкаксăр пуçтарса кĕртесси, техникăпа туллин усă курасси, — пĕлтерчĕ фермер хуçалăхĕн ертÿçи Минзекрем Минатуллин.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакан ĕçченсен паян пĕр тĕллев — хире пĕр пучах та хăвармалла мар, выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлемелле. Хĕл хырăмĕ пысăк, ĕне выльăха хĕл каçипе тăрантарма çулла аванах ĕçлемелле. Çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать çакна.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *