Понедельник, 29 апреля

Арбуз туянатпăр

Шăпах июль уйăхĕ — çырласем пиçекен вăхăт. Магазинсемпе пасарсенче мĕнле кăна çырла çук-ши? Арбуз сутакан вырăнсенче вара кашни çулах уйрăмах халăх нумай.
Арбуз чи пысăк çырла шутланать. Вăл 90 процента яхăн шывран тăрать, çавăнпа та çуллахи шăрăхра ăна çиме уйрăмах аван. Ăçта çитĕнтереççĕ-ха пирĕн пата турттарса килекен арбузсене? Вĕсене сутма кăлариччен тĕрĕслеççĕ-и? Комсомольскинче арбузсемпе сутă тăвакансене çак ыйтусене патăмăр. Çак çимĕçе пирĕн пата ытларах Казахстанран тата Азербайджанран турттарса килнине пĕлтерчĕç. Пĕр килограмм арбузшăн районти магазинсенче 25—28 тенкĕ тÿлемелле.
Илсе килекен арбузсене ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕсен специалисчĕсем тĕрĕслеççĕ. Çимĕçсен пахалăхне палăртнă чухне вĕсен тĕсĕ, пиçсе çитни, вараланни, сиенленни тата пăсăлма пултарни çине тимлĕх уйăраççĕ. Çавăн пекех арбузсенчи нитратсен шайне палăртаççĕ. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлăн тухсан çеç арбузсемпе сутă тума юрать. «Пирĕн арбузсем лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, нитратсем кирлĕ пек шайра, пĕтĕм документсем пур», — палăртаççĕ арбуз сутакансем. Апла пулсан, чи тутлă та сĕтеклĕ çимĕçе суйласа туянасси çеç юлать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *