Суйлава пиллĕкĕн хутшăнаççĕ

Суйлава пиллĕкĕн хутшăнаççĕ

Июлĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма кăмăл тунă кандидатсенчен документсене юлашки кун йышăннă. Политика партийĕсем сĕннипе суйлава хутшăнакансенчен тăваттăшĕ те Тĕп суйлав комиссине документсене тăратнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата Сергей Матвеев /»Раççей патриочĕсем»/ хăйсемшĕн сасă пухса документсене Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссине тăратнă. Унсăр пуçне Николай Степанов /»Пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн партийĕ»/, Александр Андреев /Раççей  Федерацийĕн  коммунистсен  партийĕ/  тата  Константин  Степанов /либерал-демократсен партийĕ/ кирлĕ чухлĕ сасă пухнă.
Çапла вара суйлава хăй тĕллĕн хутшăнас тенĕ ытти кандидатсем Юрий Шакеев, Юрий Сидоров, Максим Чепель, Андрей Ильдеменов, Роман Васильев, Николай Коклейкин, Петр Петрянкин кирлĕ чухлĕ сасă пухайман.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *