Вторник, 15 октября

Программа аталанăва вăй парĕ

Программа аталанăва вăй парĕ

Республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программин хакĕ — 264 миллиард тенке яхăн. Аслăэкономика канашĕн эрнекун Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ анлă ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пилĕк çуллăх планпа паллаштарнă.
Программăна кĕнĕ çĕр-çĕр проект инфратытăма, промышленноçпа ял хуçалăхне, ытти отрасле аталантарассине тĕпе хурать. Производствăна ÿстерессипе, пурнăç шайне çĕклессипе çыхăннă тĕллевсене тĕпе хуни çинчен каланă май Олег Николаев асăннă проектсем ялпа хулари пурнăç хăтлăхĕн уйрăмлăхне пĕтерме, Чăваш Ен çыннисем ĕçлеме юта çÿрессине чакарса вĕсене хамăр патрах ĕçпе тивĕçтерме пулăшмаллине пайăррăн çирĕплетнĕ, программăна пурнăçлас тĕлĕшпе пурте пĕрле ĕçлессе шаннине палăртнă.
Программăна Росздравнадзор ертÿçи Алла Самойлова, РФ промышленноç, строительство тата цифра аталанăвĕн министрĕсен çумĕсем Алексей Беспрозванный, Дмитрий Волков, Людмила Бокова, Экономика аталанăвĕн министерствин департаменчĕн ертÿçи Виктор Смирнов, Шупашкара ятарласа килнĕскерсем, пысăка хурса хакланă, федераци тытăмĕсен енчен региона кÿме палăртакан пулăшу мерисем пирки калаçнă.
Людмила БОКОВА,
Раççей Федерациĕн цифра аталанăвĕн министрĕн çумĕ:
«Республикăра IT-отрасль валли специалистсем хатĕрлессипе потенциал пурринче пĕрре те иккĕленместĕп. Кунта çакна пурнăçлама университет пур, ваканси те çителĕклĕ. Шкулсенче те ку отрасль енĕпе ĕçлеме пуçласса шанатпăр. Чи пахи — аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пурри. Çакă чи кирли тесе шутлатăп. Республика грантпа килĕшÿллĕн кадрсемпе тивĕçтересси çине субсиди уйăрма палăртни те пысăк утăм. Çакă çĕнĕ программăсене аталантарма пулăшать те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *