Йăлмахва ялĕнче кăçалхи çул тăваттăн 90 çул тултараççĕ. Вĕсенчен пĕри —тылпа ĕç ветеранĕ Раиса Васильевна Албутова.
Вăл 1930 çулта Йăлмахва ялĕнче шăп Питрав кунне Ваçили тетепе Маюк аппа Димитриевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Питĕ хăюллă ÿснĕ вăл — «Ача чухнех эпĕ никама та парăнман, арçын ачасене хама кÿрентерме паман, хирĕç тăнă»,— асаилĕвне пуçларĕ ватă хĕрарăм.
«Вăрçă вăхăтĕнче Хирти Мăнтăр шкулĕнче вĕрентĕм, 1945 çулта 7 класс пĕтертĕм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах, каçсерен, тырă тиеме илсе каятчĕç. «Хирти Мăнтăр ялĕнче ун чух чиркÿ пурччĕ — çавăнта туллиех тырă тултарнăччĕ, çав тырра машинăсем çине тиесе патшалăха ăсататтăмăр», — малалла тăсать калаçăвне Раиса Васильевна.
Вăл маттур, тулли кĕлеткеллĕ пулнă. Çавăнпа та пуль, хăйĕнчен аслă 20 çулхи хĕрсемпе пĕрле ĕçлеме тивнĕ ăна. Çĕрĕпе тырă тиенĕ, ирхине вара шкула кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче ыттисем пекех выçăллă-тутăллă пурăннă, тыррине вырнă, вăрманне каснă — пурне те тÿссе ирттернĕ, йывăр пулсан та чăтнă.
Вăрçă хыççăн çул тунă çĕрте, Канашри вакунсем юсакан заводра вăй хунă маттур хĕрарăм.
Фермăра вара çирĕм çул ытла ĕçленĕ. «Чи малтанах ĕнесем сурăм, унтан çамрăк пăрусене пăхрăм, сыснасем çăвăрлаттарнă çĕрте ĕçлерĕм. Самăртма хупнă сыснасем патĕнче нумай çул тăрăшрăм», — сÿтĕлет сăмах çăмхи, — пĕрре те ÿркенсе тăман, ир-ирех ура çинче пулнă.
Йăлмахва каччипе Илья Егорович Албутовпа пĕрлешсе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Анчах та мăшăрĕ те, ывăлĕ те вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Турри çапла çырчĕ пуль — куççульне шăлать ватă çын.
Пĕчченех пурăнать халь Раис аппа. Çапла чĕнеççĕ ăна ялта ватти те, вĕтти те. Хĕл каçма Мускав облаçне кинĕпе мăнукĕсем патне каять, çулла вара — ялта.
Калама çук ăшă сăн-питлĕ, ырă кăмăллă, тараватлă хĕрарăм вăл. Чунĕ ачаш та çепĕç, çынсемпе нихăçан та харкашса курман, ялан ырă тума тăрăшнă. Тăванĕсемпе те туслă пурăнать, ăна пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ.
Р.СМИРНОВА.