Воскресенье, 5 мая

Кĕнекесене илемлетнĕ, ÿкерет, сăрлать

Пĕр-пĕр интереслĕ кĕнекене вуласа тухнă хыççăн эпир ытларах чухне ун ятне, авторне ас туса юлатпăр. Чылайăшĕ юлашки страницăна уçса та пăхмасть пулĕ. Унта вара шăпах çав кĕнекене кун çути кăтартас енĕпе ĕçленĕ çынсен хушамачĕсене çырнă. Вăл е ку изданин пахалăхĕ, илемлĕхĕ вара вĕсенчен нумай килет. 1970—2000 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекесен юлашки страницисенче, художник тенĕ тĕлте, З.И.Чернова ятне пĕрре мар курма пулать.
Зинаида Иосифовна Чернова — пирĕн ентеш. Вăл Аслă Чурачăк ялĕнче 1944 çулта çут тĕнчене килнĕ. Йышлă кил-йышра çуралса ÿснĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Çавăнпах та пулĕ Зинăн пиччĕшĕпе виçĕ аппăшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Иван Иосифович чылай çул «Заветы Ильича» колхоза ертсе пынă, Вера аппăшĕ йĕлтĕрпе чупса СССР чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Ольгăпа Луиза чылай вăхăт Казахстан тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă. Зинаида Иосифовна мĕн пĕчĕкрен аслисенчен тĕслĕх илсе ÿснĕ. Вулама вĕреничченех тетĕшĕпе аппăшĕсен учебникĕсем çинчи илемлĕ ÿкерчĕксене пăхма юратнă. Вĕсене кура хăй те кĕлеткесем чĕркелеме хăтланнă. Хĕрачан ÿкерес туртăм пуррине асăрхаса-ши, амăшĕ пасартан 6 тĕслĕ кăранташсем илсе килсе панă. Мĕн тери пысăк савăнăç пулнине сăмахпа та каласа параймăн. Вăрçă хыççăнхи çулсенче хут-кăранташ енĕпе лару-тăру хĕн пулнине шутласан пушшех те.
Шкула çÿреме пуçласан вара ÿкерес ăсталăха ÿстерсе пынă. Ку енĕпе ăна чи малтанах С.В. Ежергин учитель хавхалантарса пынă. Шкулти çамрăк художниксен кружокне ертсе пыракан Г.И.Яковлев та хĕрачан ăсталăхне асăрханă. Иккĕшĕ те лайăх ÿкернĕ пирки хĕрачан класран вĕренмелли пулнах. Вĕсем ăна тăтăшах канашсемпе, сĕнÿсемпе пулăшса пынă. Шкулти стена хаçачĕсем З.Чернова илемлетмесĕр тухманпа пĕрех.
Алла аттестат илсен хĕр умĕнче иккĕленÿ пулман — ăсталăха малалла ÿстермелле. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне ÿнерпе графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсенче те ăсталăха туптасах пынă. Институтра вара В.А.Медведевпа /паллă художник/, Ю.Викторовпа /искусствоведени докторĕпе/ пĕр вăхăталла вĕреннĕ. Савăнăçлă та интереслĕ студент пурнăçĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Вĕреннĕ вăхăтра хаçатсемпе çыхăну тытнă. «Молодой коммунист» хаçат валли рубрикăсен, тематика страницисен ячĕсене илемлĕ çырса хатĕрлесе панă. Редакцире ун тăрăх клишесем туса хаçат страницисенче вырнаçтарнă.
1969 çултан пуçласа вара Зинаида Иосифовнан пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ йăлтах Чăваш кĕнеке издательствипе çыхăннă тесен те тĕрĕсех пулĕ. 50 çула яхăн унта ĕçлесе çĕршер кĕнекене илемлетнĕ çĕре хутшăннă. Тĕрлĕ тематикăпа пулнă вĕсем: художествăлла произведенисем те, ача-пăча сăввисем, наука, политика…
Кирлĕ мĕнле ĕçе те пысăк хавхаланупа пуçласа вĕçленĕ. Художница Валем Ахун, Петр Эйзин авторсемпе ытларах ĕçленине палăртать. Çавăн пекех вăл Н.Стуриковăн «Летчик и море», З.Нестерован «Чее мулкач», А.Васильеван «Çăкăр пиçет», Д.Гордеевăн кĕнекисене илемлетнĕ. Ача-пăча кĕнекисем, паллах, ÿкерчĕксемпе пуян пулнă. Вĕсемпе ытларах тăрăшма тивнĕ. Зинаида Иосифовна çавăн пекех «Краткая энциклопедия Чувашии» кĕнекери пĕтĕм ÿкерчĕксене /сăнÿкерчĕксемсĕр пуçне/ хăй тунă. Унта чĕрчунсем, ÿсен-тăрансем, кил-тĕрĕшри ĕç хатĕрĕсем тата ытти те кĕрет. 4-мĕш классем валли кăларнă «Чăваш чĕлхи» учебникри ÿкерчĕксене те пĕтĕмпех хăй ÿкернĕ. Унта ĕçленĕ чухне ачасен психологине те ăнланма, вĕсене вулама хавхалантарма пĕлни кирлĕ пулнă. Е.И.Арчиков, З.А.Трифонова хатĕрленĕ «География Чувашской республики», «Правила дорожного движения», Г.Алексеевăн «Лекарственные травы Чувашской республики» тата ытти изданисене илемлетме те хутшăннă. З.Чернова пурнăçланă пур ĕçсене те асăнса пĕтереймĕн.
«Совет Союзĕ вăхăтĕнче кĕнекесен хучĕн пахалăхĕ япăхрахчĕ. Темĕнле хитре ÿкерчĕк пулсан та пичетленĕ хыççăн шупка тухатчĕç. Чăваш календарĕ хатĕрленĕ çĕре те хутшăнтăм. Эпĕ ÿкернисене пичетрен тухсан паллама та йывăрччĕ», — аса илет Зинаида Иосифовна.
Издательствăра ĕçленĕ май хăй ĕмĕрĕнче чăвашсен паллă çыннисемпе чылай тĕл пулма тивнĕ. Унти пĕрремĕш заказĕ те Чăваш халăх писателĕн А.Артемьевăн «Яблони в цвету» ятлă вырăсла кĕнеки пулнă. Илпек Микулайăн «Вăрçă тата çĕнтерÿ» кĕнекине те илемлетнĕ вăл. Чăваш халăх писателĕ çамрăкпа хăйпе пĕр тан, пысăка хумасăр тараватлăн калаçнине аса илет художница.
Саккăрмĕш теçетке хутлакан Зинаида Иосифовна çуллахи кунĕсене çуралнă тăван ялĕнче, Аслă Чурачăкра, инкĕшĕн çем-йинче ирттерет. «Халĕ хамшăн пурăнатăп», — тет те, ĕмĕрĕ пех сăрă-киçтĕкпе, кăранташпа ирттернĕскер пушă лармасть. Пăхăртан чутласа эрешсем ăсталать, кăмăлĕ килсен ÿкерчĕксем тăвать, хаçат-журнал вулать… Искусство тĕнчинчен те аякра тăмасть.
Çут çанталăка юратаканскер яла килсен канăç тупать.
Ю.ГАВРИЛОВ,
Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *