Пятница, 12 апреля

30 çул ытла – суту-илÿре

Асăрхăр-ха: ырă кăмăлпа, ăшă йăл кулăпа кĕтсе илекен сутуçăсем патне кашни кунах кĕрес килет, вăл е ку тавар кирлĕ чухне вĕсемпе канашлама та пулать. Шăпах çакăн пек хăй патне илĕртекен, кашни туянакана мĕн кирлине ăнланма пĕлекен сутуçăсенчен пĕри Асанкасси ялĕнчи райпо тытăмĕн куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче вăй хурать. Сăмахăм паян магазин заведующийĕ _ Елена Яндрова çинчен.
Елена Васильевнăна ялта пĕлмен çын çуках. Вăл 34 çул çак магазинта вăй хурать, кашни туянаканпа пĕр чĕлхе тупса ял халăхне тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. Малтан вăл сутуçăра ĕçленĕ, 1998 çулта ăна магазин заведующийĕ пулма шаннă. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, пысăк тăрăшулăхпа тума хăнăхнă Елена Яндрова, çавăнпах ĕнтĕ магазинтан халăх татăлма та пĕлмест. Тĕрлĕ апат-çимĕçе, килти хуçалăхра кирлĕ ăпăр-тапăра аякка каймасăр, ял лавккинчех туянма пулни мĕн тери аван-çке.
— Суту-илÿ ĕçĕ хăйне евĕр интереслĕ, çав вăхăтрах йывăр та. Сутуçăн халăха кирлĕ таварсене кÿрсе килмелле, вĕсене сентресем çине илемлĕн выр- наçтармалла, кашни килекенпе кăмăллăн калаçмалла. Паянхи кун ялти лавкка çынсен кăмăлне туллин тивĕçтерет. Мĕн туянас тени пĕтĕмпех пур, ассор- тимент пуян. Вăл е ку кирлĕ пулсан ял çыннисем саккас пама та пултараççĕ, — уçать шухăшне Елена Васильевна.
Вăр-вар та тăрăшуллăскер, вăл нумай хутчен Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. 2007 çулта Елена Яндровăна РФ Центросоюзĕн «20 лет безупречной работы в потребительской кооперации» паллипе наградăланă. Кăçал вара хастар ĕçчен ЧР Потребкооперацийĕн ветеранĕ ята тивĕçнĕ.
— Пирĕн ĕçе ял халăхĕ хаклать. Эпир кашнин куçĕ умĕнче, яланах çын хушшинче. Халăх пирĕн ĕçпе кăмăллă пулни малалла та тăрăшса ĕçлеме вăй хушать, — тет сутуçă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *