Воскресенье, 28 апреля

Икĕ кунта — тăватă пушар

Икĕ кунта — тăватă пушар

Вут-çулăм алхасни çав тери хăрушă. Çакна кашниех пĕлет пулин те, çынсем тепĕр чухне асăрханусăр пулни тĕлĕн-терет. Паянхи куна илсен, районта 20 хутчен пушар алхасма ĕлкĕрнĕ. Июлĕн 21—22-мĕшĕсенче кăна çынсен хуçалăхĕсенче тăватă хутчен пушар тухнă.
«Сăлтавĕ — çынсем вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче. Çĕнĕ Шăхран, Хирти Явăш, Нĕркеç, Хирти Мăнтăр ялĕсенчи пушарсем çынсен айăпне пула алхаснă: икĕ тĕслĕхре кил хуçисем выльăх апачĕ пĕçерме кăмака хутнă /печка-прачка/ тата икĕ тĕслĕхĕнче вут-çулăм мунчаран тухнă. Çавăнпа та çынсене вут тивертсен тимлĕрех пулма ыйтасшăн, унта-кунта тухса ан çÿрĕр, çунакан кăмакасене пăхса тăрăр. Халĕ уяр çанталăк тăнă вăхăтра вут-çулăм тухас хăрушлăх пысăк. Вуттăн алли вăрăм, вăл хăйĕн çулĕ çинче пĕтĕмпех тĕп тăвать. Ачасене шăрпăкпа выляма, кăвайт чĕртме юраманнине, электроприборсемпе тимлĕ пулмаллине çине-çинех асăрхаттарăр», — пĕлтерчĕ район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *