Воскресенье, 28 апреля

Пĕлÿ кунĕ. Мĕнлерех тата çĕнĕ йĕркепе пулĕ-и?

Пĕлÿ кунĕ. Мĕнлерех тата çĕнĕ йĕркепе пулĕ-и?

Шкулти вĕренÿпе çыхăннă ыйтусем ачасене анчах мар, чи малтанах ашшĕ-амăшне пăшăрхантараççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх ытларах çеç юлать. Çак тапхăрта вара вĕренÿ учрежденийĕсенче шкул ачисене тивĕçлипе кĕтсе илме юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Ашшĕ-амăшĕн ачисене пĕлÿ сукмакне такăрлатма вĕренÿ хатĕрĕсем туянмалла, çи-пуçне янтăламалла.
Çĕршывра паян коронавирус пандемийĕ хуçаланнăран ашшĕ-амăшĕ хушшинче тĕрлĕ сăмах çÿрет. Пĕрисем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнченех пуçланасса палăртаççĕ пулсан, теприсем вĕренÿ дистанцилле майпа иртессине систереççĕ. Асăннă ыйтăва уçăмлăх кĕртес тĕлĕшпе район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыевпа тĕл пултăм.
— Районта 2020—2021 çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе ĕçсем пыраççĕ. Шкулсенче, ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Кăçал районти вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăртăмăр, нумай шкулта апатлану вырăнĕсене çĕнетессипе сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Çитес тапхăрта Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви урлă шкул столовăйĕсем çĕнĕ оборудованипе пуянланмалла, — калаçу пуçламăшĕнчех палăртрĕ Валерий Петрович.
Шкул ачисене кĕтсе илме хатĕрленнĕ май коронавирус тапхăрĕнче вĕренÿ учрежденийĕсен администрацийĕсен педагогсемпе ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме мĕн пур услови туса прассипе те халех ĕçлеме пуçламалла иккен.
Валерий Петрович пĕлтернĕ тăрăх, ачасемшĕн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ яланхиллех сентябрĕн 1-мĕшĕнченех пуçланать. Анчах та Роспотребнадзор ыйтнине тĕпе хурса ытти чухнехи пек пысăк йышпа иртмест вăл. Кăçал унта ачасен ашшĕ-амăшне тата çывăх çыннисене явăçтарма палăртмаççĕ.
— Апла пулин те вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă уявсăрах юлмĕç. Кашни класа уйрăммăн саламлассине йĕркелеме шутлатпăр. Çак кун пĕрремĕш класа килекенсемшĕн те асра юлмалла-çке. Сăмах май, кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсене 245 ача пĕрремĕш класа килмелле, — палăртать Валерий Петрович.
Роспотребнадзор вĕренÿ организацийĕсем тĕлĕшпе хатĕрленĕ требованисемпе килĕшÿллĕн, вăтам тата аслă классенче пĕлÿ илекен ачасем ытти чухнехи пек пĕр класран тепĕр класа куçса çÿремĕç. Вĕрентекенсем ачасем патне хăйсем пырĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ классем пĕр-пĕринпе хутшăнасран тăхтав, апатлану вăхăчĕсене те улшăнусем кĕртме тивет шкулсен. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса пÿлĕмсенче, столовăйсенче тăтăшах дезинфекци ирттермеллине, вĕренекенсем валли столовăйĕнче тата туалетсем патĕнче антисептиксем лартмаллине те палăртнă асăннă документра. Кунсăр пуçне кунсерен ирхине кашни ачан кĕлетке температурине виçсе ятарлă журнал çине çырса пырассине те йĕркелĕç. Кăштах та пулсан чир палли пур ачасене шкула кĕртмеççĕ. Ача садне çÿрекенсем тĕлĕшпе те çавăн пекех çирĕп йĕрке пулĕ. Классене, ача сачĕсенчи ушкăнсене тăтăшах уçăлтармаллине те уйрăммăн палăртнă. Ятарлă хатĕрсемпе усă курмалла мар физкультура, рисовани тата ĕç урокĕсене çанталăка кура тулта йĕркелеме сĕннĕ Роспотребнадзор. Çавăн пекех шкул çулне çитменнисен тата вĕренÿ учрежденийĕсенче 2021 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен халăха йышлă пухса тĕрлĕ мероприяти ирттерме чарнă.
Вĕренÿ пайĕн ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, çÿлерех асăннă хăш-пĕр хăрушсăрлăхпа санитари нормисене пурнăçа кĕртме, куллен кирлĕ япаласене туянма малтан шутласа пăхнă тăрăх, районти вĕренÿ тытăмне сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ.
Роспотребнадзор шкулсем тĕлĕшпе ыйтнă требованинче, классенче 15 вĕренекенрен ытла пулмалла мар тени те пур-ха. Ку пункт ялти шкулсене пырса тивмест тейĕпĕр. 25 ачаллă классем вара лару-тăруран мĕнле тухĕç? Роспотребнадзор икĕ смена йĕркелеме сĕнет. Анчах çакна валли шкулсенче педагогсем çителĕксĕр. Пĕр вĕрентекенех вара ирхи сакăр сехетрен пуçласа каçхи саккăрччен ĕçлеме пултарĕ-ши? Шалăвне мĕнле тÿлĕç-ши? 
Шкул администрацине, педагогсемпе ашшĕ-амăшне пăшăрхантаракан кун йышши ыйтусем вара паян сахалах мар. Валерий Голыев çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен ятарлă ведомствăсем вĕсене тивĕçлипе татса парасса шаннине пĕлтерет.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *