Пятница, 26 апреля

Преступленисен шучĕ чакнă

Преступленисен шучĕ чакнă

Нумаях пулмасть РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта туса ирттернĕ ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен республикăри управленин начальникĕн çумĕ, полици полковникĕ О.Ф.Сильвестров видеоконференцçыхăну мелĕпе хутшăннă.
Территорири оперативлă лару-тăрăва хакласа çакна калама пулать: палăртнă тапхăрта регистрациленĕ преступленисен шучĕ Комсомольски районĕнче — 7 процент, Елчĕк районĕнче 17,5 процент чакнă. Тунă пĕтĕм преступленисем хушшинче чи нумаййисем — йывăрах маррисем /71,7 процент/. Уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ — 75 процент, йывăр преступленисен шучĕ 63,2 процент чакнă. Çын сывлăхне сиен кÿнĕ, хĕненĕ, вĕлерессипе хăратнă, çаратнă тата ытти хăш-пĕр тĕслĕхсене пĕтĕмпех уçса панă.
Преступлени тăвассинчен асăрхаттарас тĕллевпе административлă йĕркене пăснисене тупас енĕпе чылай ĕç тунă, обществăлла йĕркене сыхлассинче административлă правăна пăснă 484 тĕслĕхе шута илнĕ.
Çул çитменнисем тăвакан преступленисене пăхсан, лару-тăру кăшт лайăхланни курăнать. Кăçалхи çур çулта вĕсем 2 преступлени тунă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта çакнашкал 3 тĕслĕхе шута илнĕ пулнă. Çавăн пекех 47 тĕслĕхре административлă йĕркене пăснине палăртнă, çав шутра 36 ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттарнă.
Миграци саккунĕсене мĕнле пăхăнни çине те полици ĕçченĕсем пысăк тимлĕх уйăрнă. Çур çулта ют çĕршыв гражданинне фиктивлă майпа учета тăратнă 1 преступление тата ют çĕршыв çыннисем Раççейре хăйсене тытмалли йĕркесене пăснă 5 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Асăннă тапхăрта çул-йĕр çинче 18 авари пулнă, вĕсенче 1 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 22 çын суранланнă. Çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăснă 1354 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çав шутра 64 водитель руль умне ÿсĕрле ларнă е медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман.
Пĕтĕмĕшле илсен, муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра виççĕмĕш вырăнта.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *