Четверг, 18 апреля

Çур çулта 33 ĕç пуçарнă

Çур çулта 33 ĕç пуçарнă

Раççей Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Професси уявĕ умĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертÿçи Николай Яковлев пирĕн хаçат тĕпелĕнче пулчĕ.
— Николай Петрович, хăçантанпа эсир хăвăрăн професси уявне паллă тăватăр? Кăштах историпе паллашас килет…
— РФ следстви органĕсен ĕçченĕн кунне 2013 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче РФ Правительствин 2013 çулхи августăн 27-мĕшĕнче йышăннă 741 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн уявлама тытăннă. 1713 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче I Петĕр патша «О создании следственной канцелярии гвардии майора М.И.Волконского» текен Указ кăларнă пулнă. Çавăнпа та шăпах июлĕн 25-мĕшĕнче професси уявне паллă тума йышăннă. Аса илтеретĕп, Следстви Комитечĕн следователĕсем уйрăмах хăрушă та йывăр преступленисемпе ĕçлеççĕ. Çав шутра: çынна вĕлерни, çынна саккунсăр майпа ирĕкрен хăтарни, çынсемпе суту-илÿ туни, арлăх тĕкĕнменлĕхне тата арлăх ирĕклĕхне хирĕç тунă преступленисем, ĕç сыхлавĕн правилисене пăсни, ĕç укçи тÿлеменни, коррупци сĕмĕллĕ преступленисем… Пурĕ РФ Уголовлă кодексне кĕрекен 40 ытла статья.
— Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕнче ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ?
— Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта следстви уйрăмĕ преступлени çинчен пĕлтернисене пăхса тухса 33 уголовлă ĕç пуçарнă. Çур çулта граждансен пурĕ 68 ытла ыйтăвне пăхса тухнă.
— Çул çитменнисемпе çыхăннă преступленисем çинчен мĕн калама пултаратăр?
— Çул çитменнисене хирĕç тунă преступленисене уçса парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Унсăр пуçне следовательсем мĕнле сăлтавсене пула çынсем çакăн евĕр преступленисем тунине тĕпчеççĕ, çак сăлтавсене вăхăтра сирсе яма тăрăшаççĕ.
— Паянхи вăхăтра коррупципе кĕрешесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ…
— Паллах. Пирĕн уйрăм должноçпа усă курса тунă тата коррупцилле преступленисене уçса парас енĕпе яланах тимлет, çакăн пек преступленисене вăхăтра асăрхаса уçса пама тăрăшать.
— Тавтапуç калаçушăн. Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Сирĕн следстви уйрăмĕн ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр!
Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *