Вторник, Август 11

Открыткăсен пуххи тухнă

Открыткăсен пуххи тухнă

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ тĕле Чăваш кĕнеке издательствинче «Вместе. Пĕрле» ятпа открыткăсен пуххи тухнă.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 24 открыткăран тăракан комплект Чăваш Енри районсемпе хуласен илемне тата хăйнеевĕрлĕхне кăтартса парать. Сăнÿкерчĕксенче — Шупашкар хулин тата пĕтĕм республикăн паллă вырăнĕсем, çав шутра Канаш районĕнчи Мăкăр чукун çул кĕперĕ, Пăрачкаври Троицки соборĕ.
Открыткăсене пăхнă май Сĕнтĕрвăрри районĕнчи уйра тунă Андриян Николаевăн сăнне, Çĕрпÿри Тихвин мăнастирне курма пулĕ. Пирĕн районти илемлĕ вырăнсене те курма пулать.
Открыткăсен комплекчĕ филокартистсем /открытка пухакансем/ валли кăмăллă парне пулĕ. Комплекта Чăваш кĕнеке издательствин «Книжные новинки» лавккинче туянма май пур.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code