Тарифсем улшăннă

Тарифсем улшăннă

Иккĕмĕш çур çулта коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли укçан шайĕ улшăнать. РФ Правительстви пирĕн республика валли 3,6 процентпа танлашакан индекс çирĕплетнĕ. Коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлесси çине пулăшупа мĕн чухлĕ усă курни тата çакăншăн çирĕплетнĕ тариф витĕм кÿреççĕ.

Районти кăтартусене пăхас пулсан, ăшă энергийĕн тарифĕ — 3,22 процент, ĕçмелли шывăн тарифĕ — 2,07 процент, шыва юхтарса кăларнăшăн тариф — 1,54 процент, электроэнерги тарифĕ — 3,9 процент, çутçанталăк газĕн тарифĕ 2,8 процент ÿсеççĕ.
Июлĕн 21-мĕшĕнчен йăлари хыт каяша тирпейленĕшĕн регионаллă оператора тÿлеме пĕрлĕхлĕ тариф ĕçлеме пуçлать. Вăл кашни кубла метршăн 382,30 тенкĕпе танлашать. Çапла вара хулара пурăнакансен ЙХКна тирпейленĕшĕн уйăхсерен кашни çыншăн 62,76 тенкĕ, ялсенче пурăнакансен 50,02 тенкĕ тÿлемелле пулать.
Патшалăх статистикин федераллă служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри коммуналлă тÿлевсем Атăлçи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан — чи пĕчĕккисен йышĕнче.
Халăха социаллă пулăшу кÿрес тĕллевпе республика бюджетĕнче сахал тупăшлă çемьесен коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ тăкакĕсене саплаштарма 253,3 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ку пĕлтĕрхинчен 5,5 процент нумайрах. Кăçалхи 5 уйăхăн кăтартăвĕсем тăрăх, 40739 çын çак субсидипе пĕтĕмĕшле 121,5 миллион тенкĕлĕх усă курнă. Аса илтеретпĕр, субсиди илес тесен, социаллă хÿтлĕх органĕсене кирлĕ документсемпе пымалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *