Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ

Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ

Чăваш Республикинчи тутар наципе культура автономине малашне Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ. Çакăн пек йышăну тунă Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче иртнĕ канашлура.
Унчченхи председатель Ферит Гибатдинов вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнăран çĕнĕ ертÿçе палăртма тивнĕ. Ильдус Шайдуллин шăпах Ферит Гибатдиновăн вĕренекенĕ, хальхи вăхăтра Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче тăрăшать.
Асăнса хăвармалла, Чăваш Енре 36 пин тутар пурăнать. Вĕсенчен ытларах пайĕ Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче тĕпленнĕ.
А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *