Хаçат-журнал сумкипе çула тухать почтальон

Хаçат-журнал сумкипе çула тухать почтальон

Почтальонăн ĕçне çăмăл тесе калаймăн: унăн куллен хаçат-журнал тултарнă сумкăна йăтса ял тăрăх çаврăнмалла, кашни киле çитсе вулакансене пичет кăларăмĕсемпе вăхăтра тивĕçтермелле, тивĕçлĕ канурисене пенси укçи валеçмелле. Çумăр çăвать-и е çил-тăман алхасать — почтальонăн ĕçĕнче хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Темĕнле çанталăкра та хаçат-журнал валеçекенсем çула тухаççĕ. Коронавирус чирĕ анлă сарăлнă тапхăрта та почта ĕçченĕсем пĕр кун та ĕçлемесĕр ларман. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕр кăлтăксăр та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Районти почта уйрăмĕсенче тăрăшакансем ялсенче пурăнакансем хаçат-журнала вăхăтра тата нумайрах çырăнччăр тесе куллен çула тухаççĕ. Вĕсем пулмасассăн хаçата вулакансем патне çитерме те çук. Çавăнпа та эпир, редакцире тăрăшакансем, почта уйрăмĕсемпе килĕштерсе, калаçса ĕçлетпĕр. Почтальонсене те кулленхи ĕçре хавхалантарма май тупма тăрăшатпăр. Почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсене юбилей ячĕпе саламласси те йăлана кĕрсе пырать, маттуррисене парнепе чыслама та тăрăшатпăр. Паянхи куна почта уйрăмĕсем урлă «Каçал ен» хаçата иккĕмĕш çурçулта илсе тăма 1886 экземпляр çырăннă. Çакă пĕтĕмпех вырăнти почта ĕçче-нĕсем тăрăшнипе пурнăçланнă. Хаçат çырăнакансем район хаçатне вулама кăмăллани те савăнтарать. Вĕсен йышĕ татах та ÿссессĕн эпир тем пекех савăннă пулăттăмăр. Канашри почтамтран пĕлтернĕ тăрăх район хаçатне Комсомольски, Çĕнĕ Мăрат, Аслă Çĕрпÿел, Шурут, Александровка, Хирти Сĕнтĕр почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсем ытларах çырăнтарнă. Пысăк тав вĕсене. Кам та кам район хаçатне çырăнса ĕлкĕреймен, вĕсем «Каçал ене» август уйăхĕнчен илсе тăмалла çырăнма пултараççĕ.
Почта уйрăмĕсенче тăрăшакансене çывхарса килекен уявпа — Раççей почтин кунĕпе — чун-чĕререн саламлатпăр. Кулленхи ĕçре пысăк хавхаланупа тăрăшма çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *