Четверг, 25 апреля

Тăван ялтах епле аван, тирпей-илем хуçалансан

Тăван ялтах епле аван, тирпей-илем хуçалансан

Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, пĕрмаях малалла кусать. Кун хыççăн кун,
çул хыççăн çул иртсе пынă май район сăн-сăпачĕ улшăнса пыни тÿрех курăнать. 20_30 çул каяллахипе танлаштарсан Комсомольски ял тăрăхĕ те чылай урăхланнă, çĕнĕ çуртсем ÿсе-ÿсе ларнă, çулсем çĕнелнĕ, урамсем хăтлăланнă, илемленнĕ.
Таврари тирпейлĕхпе илеме чи малтанах кунта пурăнакансем хăйсен аллисемпе тăваççĕ. Çапах та чылай чухне ĕмĕтленнисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмантарать. Шăпах çакăн пек тĕслĕхсенче инициативлă бюджетировани программипе усă курма пулать. Аса илтеретпĕр: çак программа валли халăхăн кирлĕ суммăн 1 процентĕнчен кая мар укçа-тенкĕ пуçтармалла. Ыттине вара патшалăх куçарса парать. Ку программăпа Комсомольски ял тăрăхĕнче кăçал анлăн усă курнă: Васильевкăри çула, Кĕçĕн Каçалти Кубнинская урама, Комсомольскинчи Энгельс тата Горький урамĕсене вак чул сарнă. Çавăн пекех Васильевка, Дубовка тата Çĕнĕ Каçал çыннисене пытаракан масар тавра карта тытса çаврăннă.
«Инициативлă бюджетировани программине хутшăнма ял çыннисем активлă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăха пăшăрхантаракан ыйтусем тата та пур, анчах вĕсене татса пама пурте пĕр шухăшлă пулни, айккинче тăрса юлманни кирлĕ. Ял çыннисене, спонсорла пулăшу кÿрекенсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Малашне те пĕрле тăрăшар, тата та активлăрах пулар, тăван тăрăха хăтлăлатасси хамăртан килет», — уçать шухăшне Комсомоль-ски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова.
Комсомольскинчи нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи картишсене тирпей-илем кÿрес енĕпе те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Кăçал «Картиш территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн тÿрех 3 картиш территорине хăтлăлатма пикеннĕ. И.Кабалин микрорайонĕнче, Октябре 70 çул урамĕнче çакна валли 5-шер миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсенче çĕнĕ тротуарсем сараççĕ, чечек клумбисем тăваççĕ, саксем вырнаçтараççĕ. Ача-пăча площадкисемпе универсаллă спорт площадкисем те пулĕç. РТП территори-йĕнчи картише хăтлăлатма 2 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Мария Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх, кунта универсаллă спорт площадки валли вырăн çителĕксĕртерех. Апла пулин те, ун валли çак таврашрах вырăн тупма май пуррине палăртрĕ пуçлăх, ку ĕçе малашнехи плана кĕртессе пĕлтерчĕ.
Район центрĕнчи парка çĕнетес енĕпе те «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн пысăк ĕçсем тума палăртнă. Ку енĕпе пĕлтĕрех ĕçе пикеннĕччĕ ĕнтĕ, халĕ вара тумалли тата та нумай. Çак кунсенче паркри тимĕр картасене унччен ларнă вырăнтан илсе проектпа смета документацийĕ тăрăх вырнаçтарма тытăннă. Уçăлса çÿрекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме тротуарсем тăршшĕпе çутăсем пулĕç. Çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк çумне те хунарсем вырнаçтарнă. «Район центрĕ таса та илемлĕ вырăн пулмалла. Пирĕн вара шăпах центрта машинăсем питĕ нумай çÿреççĕ, тусан вĕçет. Çавăнпа та эпир проекта район администрацийĕн çуртне паркпа пĕрлештерессине кĕртрĕмĕр. Администраци çурчĕ умне чăваш тĕррине сăнлакан ÿкерчĕкпе брусчатка сарăпăр. Парк çуран уçăлса çÿреме хăтлă вырăн пулса тăрĕ. Кунта ача-пăчана выляма площадка та пур, спорт площадки те çывăхрах. Çавăнпа та çĕнетнĕ хыççăн парк район çыннисен чи юратнă кану вырăнĕсенчен пĕри пуласса шанатăп», — тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Илларионова.
Çак вырăна тирпей-илем кĕртес енĕпе «Стройсервис» АХО тăрăшать. Август вĕçĕ тĕлне кăçалхи ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне вĕçлеме палăртнă.
Ялсене хăтлăлатас енĕпе тата ытти ĕçсем те туса ирттереççĕ ял тăрăхĕнче: çулсем хĕррине çутăсем вырнаçтараççĕ, тротуарсем сараççĕ, çулсене юсаççĕ. Çак кунсенче Комсомольскинчи шыв башнисене юсаса çĕнетес енĕпе конкурс ирттернĕ.
Йăлари хыт каяша тирпейлес енĕпе те куллен тăрăшаççĕ кунта. Пĕлтĕр ял тăрăхне пурĕ 170 евроконтейнер илсе килнĕ, вĕсене 60 яхăн ятарлă площадкăсем хатĕрлесе вырнаçтарса лартнă. Çак ĕçе малалла тăсса кăçал тата 25 евроконтейнер илсе килнĕ. Площадкăсене хатĕрлесе çитерсенех вĕсене кирлĕ çĕре вырнаçтарĕç.
«Ял тăрăхĕнчи тирпей-илем, йĕрке çинчен калаçнă май, çынсене пăшăрхантаракан тепĕр ыйту çинче те чарăнса тăрас килет. Ял хушшинче йытăсем ушкăн-ушкăн чупни, ачасене хăратни çинчен нумай хутчен систерчĕç, кăмăлсăррисем мерăсем йышăнма ыйтрĕç. Пирĕн йытăсене тытма ирĕк çук. Çакна валли пĕлтĕр эпир Димитровградран ятарласа специалистсене йыхравларăмăр. Çавăнпа та пурне те чĕнсе калатăп: йытă усратăр пулсан, тархасшăн, ăна урама ирĕккĕн кăларса ан ярăр», — терĕ Мария Алексеевна кÿршĕсене пĕр-пĕринпе харкаштаракан ыйту çине тимлĕх уйăрса.
Пĕтĕмлетсе вара çапла калас килет: эпир пурăнакан вырăн, эпир утса çÿрекен çул, пирĕн ачасем вылякан лапам — çакă вăл пирĕн кил. Хамăр пурăнакан вырăна хăтлăлăх кĕртес тесе хамăрăнах тăрăшасчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *