Воскресенье, 16 июня

Саккунлăха сыхласси унăн тивĕçĕ

Кăçал июлĕн 6-мĕшĕнче республикăра милици органĕсем туса хунăранпа 100 çул çитет. Паянхи кун та çак органсем Чăваш Енре пурăнакансен хăрушсăрлăхне, лăпкăлăхне упрас енĕпе тивĕçлĕ шайра ĕçлеççĕ. Юбилей умĕн çак ĕçĕн ветеранĕсене аса илсен те вырăнлă пулĕ. Нумай çул хăйĕн вăхăтне, вăйне шеллемесĕр, тÿрĕ кăмăлпа саккунлăха сыхлас енĕпе ĕçленĕ милици ветеранĕсенчен пĕри вăл — Евгений Шингалов.
Евгений Иванович 1984 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Тепĕр 4 çултан ăна уголовлă шыравăн оперуполномоченнăйĕ пулма шаннă. Тăрăшуллă ĕçчен майĕпен районти шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕн начальникĕн çумне — криминаллă милицин начальникне çитнĕ.
Уголовлă шырав уйрăмĕнче вăй хуракансен ĕçне çăмăл тесе калаймăн. Вĕсен оперативлă лару-тăрăва тĕрĕс хаклама, тарса çÿрекен преступниксене шырама пултармалла, преступленисене уçса пама тăрăшмалла. Тата урăх тивĕçсем те чылай пулнă Евгений Шингаловăн. Пурне те вăл çÿллĕ шайра пурнăçласа пыма вăй çитернĕ. Çавна кура ăна пĕрре мар медальсемпе, Хисеп паллисемпе наградăланă, çав шутра: III степеньлĕ «За безупречную службу», I тата II степеньлĕ «За отличие в службе» медальсем.
2006 çулта Евгений Иванович тивĕçлĕ канăва кайнă, апла пулин те вăл полици уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Ĕçтешĕсем те ăна курма яланах хавас.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *